Йывăç кунĕ çитрĕ

Районта  ял тата ун çывă­хĕн­чи территорисене тир­пей-илем кĕртес тата йы­вăç­сем лартас  тĕлĕшпе уйăхлăх пуçланнă. Çавна май Йывăç кунĕсем ир­теççĕ. Шупашкар районĕн çыннисем хăйсен тăван тăрăхне илем­лĕрех, йы­вăç-хунавпа пуянрах тă­вас тесе сахал мар вăй хураççĕ. Шупашкар район администрацинче ĕçлекенсем иртнĕ çулхи пекех çумăра пăхмасăр алла кĕреçе тытрĕç, таса çăл куçсем патĕнче 500 чăрăш хунавĕ лартрĕç.

«Редакция газеты «Тăван Ен»


14 октября 2011
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter