Пилеш татни – усǎллǎ ĕç

Эпир, Чǎваш Тǎрǎм шкулĕнчи ачасем, виçĕ кун хушши сада хура пилеш татма çÿрерĕмĕр.   Хура пилеш – питĕ усǎллǎ çырла. Ǎна пĕрремĕш сиввĕсем хыççǎн кǎна пуçтармалла. Унпа медицинǎра анлǎ усǎ кураççĕ, мĕншĕн тесен пилешре тĕрлĕ витамин нумай ( Р, С,Е,К,В1,В6, бета-каротин), çавǎн пекех микро-элементсем те чылай (бор, железо, марганец, медь, фтор). Тĕслĕхрен, хǎмла çырлипе танлаштарсан, хура пилешре йод 4 хут нумайрах.  Хура пилеш çырли давленине нормǎна лартать, юнри холестерина чакарать. Тухтǎрсем сахар диабечĕ, ревматизм,аллерги, атеросклероз чухне те  çак çырлана çиме хушаççĕ. Ǎна шǎнтса хума та, типĕтме те юрать.  Виçĕ кун хушши эпир питĕ тǎрǎшса ĕçлерĕмĕр. Пирĕн  5- мĕш класс пĕр кун хушшинче 150 кг пилеш пуçтарчĕ. Чи  нумай татаканни  Королева Марина пулчĕ (28,5). Шкулĕпе виçĕ кун хушшинче 2,5 тоннǎна яхǎн пилеш татрǎмǎр.  Татнǎ çырлана Канашри заготсбытбазǎна ǎсатрǎмǎр.  Усǎллǎ ĕç– чун канǎçĕ.

Елчĕк районĕ



14 октября 2011
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter