Тухтăрсем сĕнеççĕ

Республикăра туберку­лезпа кĕрешекен дис­пансерăн куçса çÿрекен флюорографĕ Шупашкар районне те çитнĕ. Ÿпкепе чĕре чирĕсене халĕ аякра вырнаçнă ялсенче те вăхăтра тупса палăртма май пур. Специалистсем палăртнă вырăна ятарлă графикпе – унпа Шупашкар район больницин сайтĕнче паллашма пулать – килĕшÿллĕн çитеççĕ, хăйсем тĕллĕн çÿрейменнисене дежурнăй машинăпа илсе пыраççĕ.
Тухтăрсем флюорографи тĕрĕслевне туберкулезпа чирлесе ирттернисен, ВИЧ-инфекциллисен, наркологипе психоневрологи учрежденийĕсенче шутра тăракансен, следстви изоляторĕсенчен тав­рăннисен  çулталăкра икĕ хут­чен тухмаллине аса илтереççĕ.

«Редакция газеты «Тăван Ен»

 



14 октября 2011
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter