Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

                             Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                                            Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

«Çулсем – регион сăн-сăпачĕ, унăн ытлăх-çитлĕхĕн тата социаллă пурнăçпа экономикăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ», – текен каларăш чăннипех тĕрĕс. Эсир пурнăçлакан ĕç пахалăхĕпе водительсемпе пассажирсен, çуран çынсен пурнăçĕпе хăрушсăрлăхĕ, машинăсем чăрмавсăр çÿресси тата грузсене кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитересси тÿрремĕнех çыхăннă.

Паян Чăваш Ен çул-йĕр хуçалăхĕнче палăрмаллах улшăнусем пулса иртеççĕ: çĕнĕ аслă çулсем хута каяççĕ, юхан шывсем урлă кĕперсем хываççĕ, çулсене юсассипе тата тытса тăрассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ ÿсет. Отрасль аталанăвне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей хулисенчи çĕнĕ çулсем» проекчĕ те пысăк тÿпе хывать, ăна пурнăçлани республикăн тĕп хулинчи çул-йĕре юсаса çĕнетес ĕç калăпăшне палăрмаллах пысăклатать. Чăваш Ен Çул-йĕр фондне туса хуни вара республикăри çулсен тытăмне малалла çирĕплетме çĕнĕ майсем уçать.

Çапах та çак ырă улшăнусене тĕп вăйсăр – çынсемсĕр, вĕсем тÿрĕ кăмăлпа тата хăйсене шеллемесĕр пурнăçлакан ĕçсĕр – тума çук. Çирĕплетсех çапла калама пулать: республикăри тĕп автомобиль çулĕсене шанчăклă тата яваплăха туякан çынсем пăхса, асăрхаса тăраççĕ. Республикăри çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, хальхи йышши техникăна явăçтарса пысăк ăсталăхпа татса параççĕ. Паян вĕсем хăйсен ырми-канми ĕçĕпе Чăваш Енри автомобиль çулĕсен тытăмне лайăх шайра тытса тăраççĕ кăна мар, çул хĕрринчи сервиса та лайăхлатаççĕ, пулăшу ĕçĕсем паракан сферăна анлăлатаççĕ. Малашне тумалли те чылай-ха, анчах та эпир пĕрлехи вăйпа çитĕнÿ тума пултарасси пирки эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп.

Сире хăвăр суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп!

 Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                               М. Игнатьев.

 



15 октября 2011
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter