ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров вак тата вăтам бизнес представителĕсемпе тĕл пулнă

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров вак тата вăтам бизнес представителĕсемпе тĕл пулнă. «Гарант» компанисен ушкăнĕ пуçарнипе предприятин тата регионăн конкурентлăхне ÿстерес темăпа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Ăна бизнеса аталантарас енĕпе ĕçлекен специалист, Мускавран килнĕ Сергей Выгинный ертсе пынă. Тĕл пулăва Нидерландри экспертсен «PUM» обществин представителĕ Ольф де Витт Хубертс хутшăннă. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва хутшăннисем регионпа предприятин конкурентлăхне витĕм кÿрекен сăлтавсене сÿтсе явнă. Олег Макаров пирĕн республикăн вăйлă енĕсене палăртнă, вĕсемпе республика экономикине çирĕплетмелли мелсем вырăнне хурса усă курмалла. Чăваш Енре çакнашкал вăйлă енсем - электротехника отраслĕ, строительствăри япăх мар хăвăртлăх, тивĕçлĕ шайри апат-çимĕç отраслĕ, информаци технологийĕсем. Конкурентлăх çинчен каланă май Олег Макаров патшалăх çул-йĕрĕ те бизнеса йĕркелемелли тĕп принципсемпе пĕр килнине палăртнă.

 



17 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter