Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Дмитрий Катериничпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Дмитрий Катериничпа тĕл пулнă. Беларуç делегацийĕ пирĕн республикăри ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăнать, промышленноçăн тĕп предприятийĕсене çитсе курнă. Министрпа Президент республикăсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тухăçлă ĕçлессин çĕнĕ енĕсене ăнăçлă аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Енĕн промышленноç аталанăвĕ министр кăмăлне çĕкленĕ. «Сирĕн предприятисенче кадр енĕпе «выçлăх» çук, - кăмăллăн палăртнă вăл. - Çакă çĕр-шыв экономикипе промышленноçне аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ». Дмитрий Катеринич Беларуç Республикинче промышленноç епле аталанни, техника рынокĕ ÿсни, вăл шутра ял хуçалăх техники те, çинчен каласа панă. Çĕр-шывра наукăна аталантарассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Министр Чăваш Ен ял хуçалăхĕ валли профессиллĕ кадрсем хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Пирĕн республикăра халăхăн 42 проценчĕ ялта пурăнать. «Чăваш Ен аграри республики çеç мар, - палăртнă Президент, - электротехника промышленноçĕпе реле хӳтĕлевĕн центрĕ те». Михаил Игнатьев ялсенче хăтлă пурăнма пĕтĕм услови туни, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туяннă тата харпăр хăй ĕçне уçнă чухне пур енлĕн пулăшни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республика экономикине пĕлтĕр 43 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă, кăçал кăтарту 55-60 млрд тенкĕпе танлашмалла. Президент республикăра капашсăр инвестици проекчĕсем пурнăçланни çинчен каласа панă.



17 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter