Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра программăсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен пĕлтернĕ, 2009-2011 çулсенче республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра тĕллевлĕ 5 программăна пурнăçланине палăртнă. Сергей Димитриев каланă тăрăх пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр - харпăр хăйĕн ĕçĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 6 пин çын ытла хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Палăртса хăваратпăр: 2010 çулхи нарăсранпа ĕçсĕр граждансен йышĕ 25534 çынран 9570 çынна çити пĕчĕкленнĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,4 процента çити чакнă.  ЧР Президенчĕ 3 çулта 400 пин çын ытла, ку республика халăхĕн виççĕмĕш пайĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăра патшалăх пулăшăвĕпе усă курнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçсĕрлĕх шайĕ уйрăмах пысăк пулнине каланă. «Бизнес-пĕрлĕхе анлăрах явăçтармалла, ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ производствăсем уçмалла, тухăçлă ĕçлеме ăнăçлă условисем йĕркелемелле», - тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ. ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсене аттестаци ирттермелли çĕнĕ йĕрке çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă.ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсене вĕçлесе пыни, ЧР ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2011» агропромышленноç эрнин мероприятийĕсене хутшăннин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх çĕр улмине 13451 гектар çинчен /мĕн пур лаптăкăн 82,7 проценчĕ/ пухса кĕртнĕ. Иртнĕ эрнере çĕр улмине 3255 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, республикăри хуçалăхсен 71 проценчĕ ку ĕçе вĕçленĕ. Михаил Игнатьев Министрсен Кабинетне вăрлăх хатĕрлес тата çĕр улми пухса кĕртес ĕçсене вăйлатма хушнă. Чăваш Ен Мускав хулинче «Ылтăн кĕркунне - 2011» курава хастар хутшăннă. Унта 16 конкурс иртнĕ. Республикăри предприятисем тĕрлĕ номинацире 77 медаль илнĕ.



18 октября 2011
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter