Суйлава пĕр кăлтăксăр ирттермелле

Суйлав вăхăтĕнче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусемпе ĕнер видеоконференци иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота ертсе пынă. Аса илтеретпĕр: раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре сасăламалли пĕрлехи кун иртет. Республикăра пурăнакансен Раççей Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене тата Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйламалла. Канашлу ĕçне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, право йĕркине сыхлакан органсен ертÿçисем тата яваплă ытти çын хутшăннă.

Григорий Рапота суйлав ирттернĕ вăхăтра граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинче чарăнса тăнă. Уйрăммăн илсен пушар хăрушсăрлăхĕн, çыхăну тытăмĕсен ĕçне йĕркелес, терроризм тата национализм палăрăмĕсенчен асăрханас ыйтусем тавра калаçнă. «Пирĕн умра - пысăк та яваплă ĕç. Суйлав лăпкă ирттĕр тесен мĕн пур услови тумалла», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи представителĕ.

Михаил Игнатьев республикăра лару-тăру йĕркеллĕ пулнине, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем тунине палăртнă.

Республика пуçлăхĕ ятарлă органсене халăх йышлă пухăнакан вырăнта кăна мар, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче те видеосăнав вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухма хушнă.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 октября 2011
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter