Хăнасем - промышленноç ÿсĕмĕшĕн

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕпе Дмитрий Катериничпа тĕл пулнă. Беларуç делегацийĕ пирĕн республикăри ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăнать, промышленноçăн тĕп предприятийĕсене çитсе курнă. Министрпа Президент республикăсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе тухăçлă ĕçлессин çĕнĕ енĕсене ăнăçлă аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Чăваш Енĕн промышленноç аталанăвĕ министр кăмăлне çĕкленĕ. «Сирĕн предприятисенче кадр енĕпе «выçлăх» çук, - кăмăллăн палăртнă вăл. - Çакă çĕр-шыв экономикипе промышленноçне аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Дмитрий Катеринич Беларуç Республикинче промышленноç епле аталанни, техника рынокĕ ÿсни, вăл шутра ял хуçалăх техники те, çинчен каласа панă. Çĕр-шывра наукăна аталантарассине тивĕçлипе хаклаççĕ.

Министр Чăваш Ен ял хуçалăхĕ валли профессиллĕ кадрсем хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Пирĕн республикăра халăхăн 42 проценчĕ ялта пурăнать.

«Чăваш Ен аграри республики çеç мар, - палăртнă Президент, - электротехника промышленноçĕпе реле хÿтĕлевĕн центрĕ те». Михаил Игнатьев ялсенче хăтлă пурăнма пĕтĕм услови туни, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туяннă тата харпăр хăй ĕçне уçнă чухне пур енлĕн пулăшни çинчен пĕлтернĕ. Министр çавăн пекех çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне пулăшакан программăсемпе кăсăкланнă.

«Эпир инвестицие тÿрех хывнипе интересленетпĕр. Пире укçа тытса тăракансем мар, ăна производствăна аталантарма хывакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçакан инвесторсем кирлĕ. Хальлĕхе пирĕн инвесторсем çăмăллăхсем кÿрекен сферăна укçа ытларах хываççĕ, вĕсем ытти отрасле аталантарассишĕн интересленнине те курас килет», - тенĕ Дмитрий Катеринич.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республика экономикине пĕлтĕр 43 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă, кăçал кăтарту 55-60 млрд тенкĕпе танлашмалла. Президент республикăра капашсăр инвестици проекчĕсем пурнăçланни çинчен каласа панă.

Калаçура промышленноçа ÿсĕмлĕ аталантарма пулăшакан çĕнĕ тата пысăк технологисен сферинче ĕçлĕ хутшăнусене лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Беларуç делегацийĕ «Гален» ОООна çитсе курнă тата Беларуç Республикипе Чăваш Ен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине аталантарас, координаци йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнăн VI ларăвне хутшăнать.

Беларуçпа Чăваш Ен хушшинчи туслăх çултан-çул çирĕпленет. Инçетри республикăра чăвашсем йышлă пурăнаççĕ, «Атăл», «Шупашкар» общество пĕрлĕхĕсем ĕçлеççĕ. Гродно хулинче чăваш культурин пĕрлĕхне йĕркеленĕ.



18 октября 2011
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter