Нумай балл пухнă

2011 çулхи авăн уйăхĕн 26-28-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕсем «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» интернет-олимпиада ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Унта 200 ытла вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине тĕпчекенсем вырăнне пулчĕç. Вĕсен чăваш çыравçисен паллă произведенийĕсем театр тата ÿнер искусствинче мĕнле йĕр хăварнине, шкул пурнăçĕпе тÿрремĕн çыхăннă ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Олимпиадăна пирĕн район вĕрентекенĕсем те активлă хутшăнчĕç. Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.И. Леонтьева республикăра чи пысăк балл пухса 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Интернет – олимпиада çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Е.ЛЕОНТЬЕВА.

АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"



19 октября 2011
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter