Чăваш Енри профсоюзсен «Чăвашреспрофсов» организацийĕн XXVI отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ

Юпа уйăхĕн 18 -мĕшнче тĕп хулари Союзсен çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Енри профсоюзсен «Чăвашреспрофсов» организацийĕн XXVI отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Ун ĕçне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, ФНПР председателĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Некрасов, ЧР Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин тата ытти хăна хутшăннă. Тĕп докладпа - Чăвашреспрофсов Канашĕн 2006-2011 çулсенчи ĕçĕсем тата малашлăхри тĕп çул-йĕрсем çинчен - организаци председателĕ Анатолий Коршунов тухса калаçнă. Михаил Игнатьев виçĕ енлĕ комисси ларăвĕсенче коммуналлă хуçалăх тарифĕсемпе, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тата ытти ыйтупа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнине аса илнĕ. Ĕçсĕррисен йышне чакарасси тĕп вырăнта пулнине палăртнă. Кăçал, сăмахран, 32,6 пин çын валли ĕç вырăнĕ тупса панă. Кăмăл тăвакансене урăх ĕçе вĕрентме укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Хăйĕн производствине йĕркелес текенсене 58 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Çак тата ытти майпа усă курни ĕçсĕрлĕх шайне чакарма пулăшатех. Михаил Игнатьев ĕç укçине ӳстерес тĕлĕшпе тунă çитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Сăмахран, медицина, вĕренÿ отраслĕнче вăй хуракансем тĕлĕшпе ыйтăва пурнăçа кĕртме май килнĕ, бюджет тытăмĕнче те кăçал ĕç укçине 13% чухлĕ ÿстернĕ. Çитес çул культурăра, физкультурăпа спортра ĕçлекенсем тĕлĕшĕпе те ырă улшăнусем пуласса пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех ача сачĕсемпе ыйту çивĕч пулнине палăртнă. Апла пулин те ăна çитес 3 çулта татса пама май пуррине пĕлтернĕ. Çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма пулăшас тĕлĕшпе перекет банкĕпе меллĕ майсем тупнине - 10 çула çăмăллатнă кредит панине - асăннă. Отчетпа суйлав конференцийĕнче тухса калаçакансем йышлăн пулнă. Вĕсем профсоюзсем çак тапхăрта тунă ĕçе тивĕçлĕ хак панă. Унăн ертӳçне малашнехи 5 çулта Анатолий Коршунов тытса пыма тивĕçлĕ тенĕ.

 



19 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter