Михаил Игнатьев Федераци казначействин ертÿçин çумĕпе Владимир Смирновпа тата РФ Финанс министерствин информаци ресурсĕсен департаменчĕн пуçлăхĕпе Елена Черняковăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Федераци казначействин ертÿçин çумĕпе Владимир Смирновпа тата РФ Финанс министерствин информаци ресурсĕсен департаменчĕн пуçлăхĕпе Елена Черняковăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Мускав хăнисем Шупашкарта «Электрон бюджет» общество финанс тытăмне туса хурассипе тата ăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Елена Чернякова палăртнă тăрăх - «Электрон бюджет» тытăмĕн элеменчĕсене Тутарстанра тата Пермь крайĕнче ĕçе кĕртме палăртнă. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе виççĕмĕш регион пулĕ. «Республикăра информаци технологийĕсене аталантармалли майсем çителĕклĕ. Тĕрĕссипе каласан - пур тытăмра та электрон мелĕсене ĕçе кĕртнĕ, вĕсене малалла аталантарас енĕпе опыт пухнă», - палăртнă Елена Чернякова. «Чăваш Ен пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе яланах питĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Пирĕн «Электрон бюджет» проекта хутшăнмашкăн кăмăл пысăк. Информаци технологийĕсене аталантарас енĕпе кая юлсан ыттисене хуса çитме йывăр пулĕ», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ.



19 октября 2011
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter