Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ

 Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Палăртнă информаци ушкăнĕсем  республикăри районсемпе хуласене çитсе, вĕсен ĕçĕ хĕлĕсемпе паллашрĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: республикăри пурăнакан çынсене хушма пулăшу парса пулăшасси, ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн тишкерессине шута илчĕç.  Ытларах калаçу «Чăваш Республикинче уйрăм категорири граждансене  «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята парасси тавра хускатрĕç. Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Уйрăм информаци ушкăнĕсем ялсенече пурăнакан граждансене пулăшас ыйту çине те тимлăх уйăрчĕç.  Çак кунах информаци ушкăнĕн членĕсем çынсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.          



19 октября 2011
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter