Мускавра агропромышленноç ĕçченĕсен «Ылтăн кĕркунне-2011» куравра Чăваш Ен 30 ылтăн медаль, 20 «кĕмĕл», 27 «бронза» çĕнсе илнĕ

Юпа уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Мускавра агропромышленноç ĕçченĕсен «Ылтăн кĕркунне-2011» куравĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те - ЧР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, хăш-пĕр район администраци пуçлăхĕ, республикăра чапа тухнă хуçалăхсен ертÿçисем, Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăх доярки Валентина Волкова, «Чăваш бройлерĕ» общество рабочийĕ Наталия Иванова - хутшăннă. Курава РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник уçнă. «Кăçал регионсем агропромышленноç комплексĕнче 100 программа пурнăçа кĕртеççĕ, отрасле аталантараççĕ, - тенĕ вăл. - Çак ĕçсене пурнăçлама 17 млрд тенкĕ хыватпăр». Курава Раççейĕн 58 регионĕнчи тата 32 ют патшалăхри 2500 предприяти хăйĕн продукцине кăтартнă. Чăваш Ен организацийĕсем хăйсен апат-çимĕçне 65 тăваткал метр лаптăк çине вырнаçтарнă, тĕрлĕ номинаципе малти вырăнсене тухассишĕн ăмăртнă. 30 ылтăн медаль, 20 «кĕмĕл», 27 «бронза» çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче - «Чăваштырăпродукт», «Етĕрнери сĕт завочĕ», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Етĕрнери аш-какай комбиначĕ», «Чăваш бройлерĕ», «Букет Чувашии», «Вĕлле хурчĕ ĕрчетекен агентство», «Куславккари сĕт завочĕ», «ЧР Апат-çимĕç фончĕ», «Агроресурссем» обществăсем, Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер хуçалăхĕ, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçри сĕт завочĕ. Пирĕн хресченсем «Чи лайăх çемье ферми», «Чи лайăх килти хушма хуçалăх», «Ял хуçалăхне вăйлă аталантарса пысăк кăтартусем тунăшăн», «Чи лайăх фермер хуçалăхĕ», «Ял хуçалăхĕнчи потребительсен чи лайăх кооперативĕ» номинацисенче наградăсене тивĕçнĕ. «Агропромышленноç комплексне информаци тĕлĕшĕнчен ăнăçлă тивĕçтерсе тăнăшăн» номинацире ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. (Ю. Михайлов "Хыпар") 



20 октября 2011
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter