Интернет олимпиадăна хутшăнма васкăр

Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă "Чăваш кĕсли" интернет олимпида старта тухрĕ. Олимпиада юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан икĕ ÿсĕмри шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ: 5-7-мĕш тата 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем. Олимпиада Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su.) иртет. Веб страницăсенче кашни ÿсĕм ушкăнĕ валли 10-шар ыйту пулать. Ĕçе пурнăçлама 50 минут параççĕ. Интернет олимпиада икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен хутшăнакансене регистрацилеççĕ;

2-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен регистрациленнĕ хутшăнакансем олимпиада ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.

Тупăшăва хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр!

(Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви)



20 октября 2011
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter