Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Шупашкарти предприятисен ĕç коллективĕсенче пулнă.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ  «Çăкăр» тата «Элара» Шупашкарти уçă акционерлă обществăсене çитсе килнĕ. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Михаил Игнатьев заводсенчи ĕç коллективĕсемпе курса калаçнă. «Çăкăр» уçă акционерлă общество цехне республика пуçлăхĕ пăхса çаврăннă. Завод пĕр кунта 45 тонна тĕрлĕ йышши çăкăр кăларать. Кăçал çеç çăкăр пĕçерекенсем 11 çĕнĕ йышши таварсем хатĕрлеме вĕреннĕ. Çынсене ытларах тортсем  кăсăклантараççĕ. Пĕçерекн специалистсем таварсемпе вăхăтра тивĕçтерес тесе хытă тăрăшаççĕ. «Мĕн чухлĕ ытларах тĕрлĕ йышши таврсем кăларма пултаратăр, çавăн чухлĕ ытларах предприятийĕн хисепĕ ӳссе, лайăхланса пырĕ», - тесе палăртнă  Михаил Игнатьев.  Çак палăртнă предприяти хальхи пурнăçпа тан шайлашса пырать. Заводра пĕтĕмпех çĕнĕ йышши тĕрлĕ хатĕрсем. Вĕсене илсе вырнаçтарса лартма пĕр вунă миллион тенкĕллĕх çеç мар тăкакланнă пулĕ.  Заводăн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева пĕлтернĕ тăрăх: "Кунта ĕçлекенсем çĕнĕ йышши технологисене пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ",-тесе палăртнă. «Таварсене хатĕрленĕ çĕрте пĕтĕмпех çĕнĕ технологине пăхăнса ĕçлесе пыратпăр»,- тесе пĕлтернĕ хăйĕн калаçăвĕнче хуçа. Предприяти çĕнĕлĕхсене вăхăтра пурăнăçа кĕртсе пыма тăрăшать», - тесе хушса хунă калаçăва малалла тăснă май.  «Ку меслетсене республикăри ытти предприятисенче ĕçлекенсен те пăхăнса пыма тăрăшмалла», -тесе пĕтĕмлетнĕ заводри ĕçлекенсемпе калаçнă май Чăваш Ен Президенчĕ. Калаçу самантĕнче республикăн социаллă политикăн тĕп çул-йĕрĕсем çинчен палăртнă. «Çынсен тупăшне ӳстересси, йывăр çемъесене пулăшасси, çитĕнекен ăру валли  лайăх условисем туса парасси, Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсем»,-  тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Калаçу тапхăрĕнче халăха куллен таврсемпе тивĕçтерес ыйту çине те тимлĕх уйăрнă. Паян Чăваш Енре ытти регинсемпе танлаштарсан çăкăр тата çăнăх хакĕ чи пĕчĕкки.  Чăваш Енре пурăнакансемшĕн самай пысăк пулăшу.   Калаçу самантĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тата хуçалăх ыйтăвĕсене, çулсене юсаса тăрасссине, демографи ыйтăвĕсене те анлăн сӳтсе явнă. «ЭЛАРА» уçă акционерлă обществăра республика пуçлăхĕ коллективри çынсемпе туллин калаçнă. Ĕçлĕ калаçу самантĕнче пухăннисемпе ытларах  уйрăм категорири çынсене тĕрлĕ майпа пулăшасси çинчен пӳпленĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть çĕнĕ Указ вăя кĕчĕ. Чăваш Республикинче Ĕç ветеранĕ ята илме тивĕçлисене Указăн пĕлтерĕшĕпе паллаштарнă. Çамрăк çемъесен паян хваттер туянас текенсен, ипотека илме çăмăллăх мелĕсем пурри çинчен пĕлтернĕ.  Ĕçсĕррисен шутне чакарассине çирĕп тĕрĕслесе тăма палăртнă. Уçă калаçура нумай ыйтăва Чăваш Ен Президенчĕ çийĕнчех татса пама тăрăшнă.



20 октября 2011
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter