“Ял медицинине модернизацилесси: аталану çул-йĕрĕсем” форум иртнĕ

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче “Ял медицинине модернизацилесси: аталану çул-йĕрĕсем” форум иртнĕ. Унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский, район администраци пуçлăхĕсем, медицина тытăмĕнче вăй хуракансем, çемье практикин тухтăрĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Шупашкарти медицина колледжĕн преподавателĕсем, интернатурăра вĕренекенсемпе студентсем хутшăннă.Тĕп ыйту - ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина хăйĕн докладĕнче республикăра пурнăçланакан социаллă программăсем пирки каланă. Патшалăх тата муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче тăрăшакансене уйăхсерен вăтамран 864,41 тенкĕ хушса панине асăннă. Районсенче тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсем çитменни пирки чарăнса тăнă. Çемье тухтăрĕн офисĕсем уçăлни те ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатма пулăшнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕн шалăвĕ 15 пин тенкĕпе танлашать. Медицина сестрисем 8 пин, ытти профильлисем 7 пин тенкĕ илеççĕ. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмне 17 миллиард тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Форумра ытти ыйтусене те хускатнă. Кашни ыйту тивĕçлĕ хурав тупнă.



21 октября 2011
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter