Яла çамрăк тухтăрсем кирлĕ

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче “Ял медицинине модернизацилесси: аталану çул-йĕрĕсем” форум иртрĕ.

Унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский, район администраци пуçлăхĕсем, медицина тытăмĕнче вăй хуракансем, çемье практикин тухтăрĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Шупашкарти медицина колледжĕн преподавателĕсем, интернатурăра вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç.

Тĕл пулун тĕп ыйтăвĕ - ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина хăйĕн докладĕнче республикăра пурнăçланакан социаллă программăсем пирки каларĕ. Патшалăх тата муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче тăрăшакансене уйăхсерен вăтамран 864,41 тенкĕ хушса панине асăнчĕ. Районсенче тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсем çитменни пирки чарăнса тăчĕ. Çемье тухтăрĕн офисĕсем уçăлни те ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатма пулăшнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕн шалăвĕ 15 пин тенкĕпе танлашать. Медицина сестрисем 8 пин, ытти профильлисем 7 пин тенкĕ илеççĕ.

Пăрачкав район администраци пуçлăхĕ Евгений Лебедев вырăнти больницăра 27 тухтăр тата 130 ытти медицина ĕçченĕ вăй хунине пĕлтерчĕ. Сыватмăша тата 8 специалист çитмест. Вĕсен йышĕнче акушер-гинеколог, хирург, шăл тухтăрĕ... Икĕ çулта район больницине виçĕ çамрăк ĕçлеме вырнаçнă. Район пуçлăхĕ вĕсене пурне те пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Кун пек пулăшăва вĕсем тата тепĕр икĕ çамрăка пама хатĕр. Интернсене Евгений Лебедев тăван тăрăхне чĕнчĕ. Вĕсене май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ.

Вăрнар район администраци пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ял çыннишĕн фельдшерпа акушер пункчĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ.

Форума пухăннисем тухтăрсемпе тÿрĕ çыхăнăва тухма пултарчĕç. Муркаш районĕн тĕп больницин медицина сестри Татьяна Давыдова çамрăк специалистсене пулăшу панишĕн тав турĕ. Ăна федераци программипе килĕшÿллĕн 614 пин тенкĕ панă. Çак укçапа вăл район центрĕнче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Етĕрнери травмоцентрта вăй хуракан Константин Лукин 2009 çулта тĕп хуларан района ĕçлеме куçни çинчен каласа кăтартнă. Сыватмăшра хальхи оборудовани пурришĕн питĕ хĕпĕртет вăл. Яла пурăнма куçнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест.

Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин яла ĕçлеме килекен çамрăк тухтăрсене килес çул пĕр миллион тенкĕ пама йышăнни пирки те калаçрĕç. Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн интернатурăра вĕренекен Надежда Маркова çамрăк специалистсем шалу пĕчĕккипе яла кайманнине пĕлтерчĕ.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмне 17 миллиард тенкĕ уйăрнине каларĕ. Çĕнĕ технологисем çынсен пурнăçне çăлма пултарассин лайăх енĕсене асăнчĕ. (Л.Петрова)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 октября 2011
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter