Çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн

Чăваш Енре пурăнакансене социаллă пулăшупа тивĕçтерессин хушма мерисем, ял хуçалăх ĕçĕсем еплерех пыни - шăп çак темăсем Пĕрлехи информаци кунĕнче /вăл юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ/ тĕп вырăнта пулчĕç. Çав кун влаç органĕсен представителĕсем предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти “Çăкăр” тата “ЭЛАРА” акционерсен уçă обществисене çитсе курчĕ. Республика ертÿçи чи малтанах “Çăкăр” АУО цехĕсене пăхса çаврăнчĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнăскерсенче ĕç кал-кал пынине курса ĕненчĕ.

Заводра вăй хуракансем те кăмăллă - хальхи йышши техникăпа ĕçлеме чылай лайăхрах ĕнтĕ. АУО кунсеренех 45 тоннăна яхăн продукци кăларать, ку - республикăри çăкăр производствин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 18,4 проценчĕ. Елена Бадаева ертсе пыракан çак предприяти ассортимента çулсеренех пуянлатма тăрăшать. Кăçал кăна çĕнĕ 11 апат-çимĕç кăларма тытăннă, çулталăк вĕçлениччен сушка цехĕ хута каймалла. Кондитерсем янтăлакан тутлă тортсене туянмашкăн çын йышлă килет, чылайăшĕ саккас парсах пĕçерме-илемлетме ыйтать. Çăкăр завочĕн “Кулач” фирма лавккисен сечĕ пур, хатĕр продукцин 35 проценчĕ шăпах ун урлă халăх патне çитет. Чăваш Енре туса кăларнă тавара çынсем пысăках мар хаксемпе туянма пултарччăр тесе “Органика” йышши лавккасем уçмаллине, вĕсене “çывăхра вырнаçнă” принциппа йĕркелемеллине ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă “Çамрăксене шанмалла!” Çырăвĕнче те палăртнăччĕ. Çакна та асăнса хăвармалла: “Çăкăр” АУОна 2009 çулта Пĕтĕм тĕнчери пахалăх управленийĕн тытăмĕн ИСО 9001 стандарчĕсене тивĕçтерекен сертификата панă.

“Эсир çăкăр пĕçерессин чи лайăх меслечĕсене сыхласа хăварнипе пĕрлех инновацисемпе те ăнăçлă усă куратăр. Республикăри ытти предприятин те çак принципа тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшмалла”, - терĕ Михаил Игнатьев заводра вăй хуракансемпе калаçнă май. Унтан вăл республикăра çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк ял хуçалăхне ура хучĕ пулин те кăçал патшалăх тăрăшнипе çăкăр хакне ÿстермен. Паянхи кун Чăваш Енре ыраш çăкăрĕн тата çăнăх хакĕсем федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Пирĕн республикăра социаллă таварсен хакĕсене халĕ те тĕрĕслесех тăраççĕ.

Этем хăйне килĕшекен çĕрте вăй хурсан тата йĕркеллĕ лару-тăрура пурăнсан хăйне чăнласах та телейлĕ туять. Республика ертÿçи ĕçсĕрлĕх шайне чакарас тĕлĕшпе çынсене çĕнĕ квалификацие алла илме пулăшнине, хăйĕн бизнесне уçма ĕмĕтленекенсене 58800 тенкĕ субсиди панине аса илтерчĕ. Çак тата ытти меслетпе усă курнине пула Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайне палăрмаллах чакарма май килнĕ, паянхи кун тĕлне вăл 1,4 процентпа танлашать. Тĕллев - çак кăтартăва 2012 çул вĕçĕ тĕлне 1 процент шайĕнче çеç хăварасси. Михаил Васильевич кăçалхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 90-мĕш Указпа килĕшÿллĕн 40 çултан кая мар стажлă хĕрарăмсене тата 45 çулпа танлашакан стажлă арçынсене “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята парасси çинчен те пĕлтерчĕ. Унтан Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов заводра вăй хуракансен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен хакĕсем ÿссех пыни, нумай хваттерлĕ çуртсемпе социаллă объектсене юсасси, çулсем тăвасси, спорт сооруженийĕсем хăпартасси - акă мĕн хумхантарать çынсене.

“ЭЛАРА” АУО - Раççейри çеç мар, чикĕ леш енчи предприятисен те шанчăклă партнерĕ. Унăн продукцийĕн пысăк пайĕпе авиаци промышленноçĕнче усă кураççĕ. Заводра кăçалхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче гальванизаци çĕнĕ линине хута яма палăртаççĕ, эппин, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç. ЧР Президенчĕ “ЭЛАРА” цехĕсенчи автомат мелĕпе ĕçлекен çĕнĕ оборудованипе интересленчĕ, унта вăй хуракансемпе калаçрĕ. “Пирĕн граждан авиацийĕн рынокне тухма тăрăшмалла”, - терĕ Михаил Игнатьев. АУОра çамрăк специалист нумай. Вĕсенчен нумайăшĕ вĕреннĕ вăхăтра кунта практикăра пулнă-мĕн, çавăнпа чăрмавсăрах ĕçе вырнаçнă. Михаил Васильевич çамрăксене республика влаçĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессе шантарчĕ.

Акă “Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен” Указпа /ăна ЧР Президенчĕ кăçалхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă/ килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем Раççей Перекет банкĕн кредичĕпе усă курма пултараççĕ. Тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарнăран вĕсен çулталăкне 5,5-7 процент çеç тÿлемелле пулать. Çакă чăнласах та курăмлă пулăшу-çке. Чăваш Енре ача сачĕсем тума пуçлани, ведомствăсем темиçе çул каялла хăйсен аллине куçнă учрежденисене халĕ каялла тавăрса пани çамрăк амăшĕсен чун ыратăвне - ĕçе тухсан ывăл-хĕре кампа хăвармалла - сирме май парĕ. Çак тата ытти мера республикăри ача сачĕсен черечĕн йывăрлăхне виçĕ çулта пĕтерме пулăшĕ. Управляющи компанисем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламанни, автомашинăсем валли парковка вырăнĕ çитменни тата ытти самант канăçсăрлантарать ĕçченсене. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене çывăх вăхăтрах татса памалла - çапла пĕтĕмлетрĕç влаç органĕсен представителĕсемпе депутатсем. (И.Клементьева)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter