Михаил Игнатьев Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн удостоверенине илнĕ

Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн удостоверенине илнĕ. Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ кăшт маларах, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ Патшалăх Думине депутатсем суйлама сĕннĕ кандидатсен федераци списокне регистрациленĕ. Чăваш Енĕн 21-мĕш регион списокне çичĕ çын кĕнĕ. Пĕрремĕшĕ - Михаил Игнатьев Президент.«Кăçал Патшалăх Думин çĕнĕ йышĕ йĕркеленет. Çавăнпа пĕрлех Патшалăх Канашĕн йышĕ те çĕнелет. Çакă, регион ертӳçи пулнă май, ман çине çав тери пысăк яваплăх тиет. Чи малтанах - политика процесне хутшăнакансен пурте суйлав саккунне çирĕп пăхăнмалла», - тенĕ республика ертӳçи. Президент «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăха каламалли сахал маррине палăртнă. Калăпăр - йывăрлăхсене пăхмасăр çынсен пурнăç шайĕ ӳсет. Политика партийĕн ертӳлĕхĕ суйлавçăсен пур ыйтăвне те уçăмлă, ним хитрелетмесĕр хуравламалли позицие çирĕп пăхăнать. «Пирĕн кандидатсемшĕн çак принцип тĕпре пулассине шанатăп», - тенĕ Михаил Васильевич. Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн удостоверенине çавăн пекех Патшалăх Думин хальхи депутачĕ, Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн ертӳçи Константин Косачев, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Юрий Попов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов тата республикăри Президент Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова илнĕ.

 



24 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter