Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Ен» Патшалăх телекурав тата радиохыпарлав компанийĕн коллективне юбилей ячĕпе саламланă

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Ен» Патшалăх телекурав тата радиохыпарлав компанийĕн коллективне юбилей ячĕпе саламланă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ савăнăçлă уява çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский хутшăннă. Кăçал «Чăваш Ен» ПТРК виçĕ юбилее паллă тăвать. 85 çул каялла - радио, 50 çул каялла - телекурав, 15 çул каялла «Шупашкар-ТВ» ĕçлеме тытăннă. Телерадиокомпани еплерех аталанса пынине пысăках мар ретро-курав çутатнă. Экспозицие пăхнă хыççăн Президент саламсен кĕнекинче çапла çырнă: «Телекуравçăсене, радио итлекенсене туйнăшăн, вĕсене хавхалантарса пынăшăн патшалăх телерадиокомпани сотрудникĕсене тав тăватăп. Чăваш Ен тата Раççей ырлăхĕшĕн пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме сунатăп». Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев телерадиокомпани журналисчĕсене наци хăйне евĕрлĕхне упраса хăварас, авалхи йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртес тата чăваш чĕлхине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн тав тунă. Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн саламне Константин Косачев вуласа панă. Уявра тивĕçлисене  наградăсем парса чысланă.

 



24 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter