Михаил Игнатьев Президент хула урамĕсенчи нумай хутлă çуртсен картишĕсене мĕнле тирпейлесе тăнипе паллашнă

Çак кунсенче Михаил Игнатьев Президент Шупашкар хула тата Мускав район ертӳçипе пĕрле хула урамĕсенчи нумай хутлă çуртсен картишĕсене мĕнле тирпейлесе тăнипе кăсăкланнă. Пирогов урамĕнчи 8-мĕш, 8/1-мĕш, 12 тата 12/1-мĕш, 22-мĕш çуртсем тавра - таса, тирпейлĕ, хăтлă. Президент хăйсем патĕ­­нче пулассине пĕлнĕрен асăннă тата 28, 22-мĕш çуртсенче пурăнакансем Михаил Васильевичпа курнăçма, тĕрĕсрех - тав тума васканă. Çак урамри çуртсен хушшинчи çулсене, тротуарсене юсама, уйрăм çынсен çăмăл автомашинисем валли парковкăсем тума тĕллевлĕ программăпа килĕшӳ­ллĕн республика бюджетĕнчен 1 млн та 860 пин тенкĕпе туллин усă курнă: 2442 тăваткал метр асфальт çула юсаса çĕнетнĕ, 1700 тăваткал метр çĕнĕрен сарнă. Подряд организацийĕ пĕтĕм ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Парковкăсем тăвасси малалла пырать. Çу вăхăтĕнче “Мирный-1” управляющи компани нумай хутлă çуртсен тăррисене комиссипе тĕрĕсленĕ, кивелнисене, шыв юхтараканнисене çĕннипе улăштарнă, стропильсене çирĕплетнĕ. «Хуçа пур çĕрте йĕрке пуррине асăрхарăр пулĕ, - терĕ Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. - Çапах та кунта пачах нимĕн те туман теме йывăр...»  Çуртсен хушшинчи территорисене юсамалли программа тĕллевлĕн пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн тротуарсем 160 пин тенкĕлĕх тунă. 463 çын пурăнакан 24-мĕш çуртра ăшă тата шыв памалли тытăма тĕпрен юсаççĕ. Подряд организацийĕ палăртнине лайăх пахалăхпа вĕçлеме шантарать. Çак тĕллевпе 2 млн та 200 пин тенкĕпе усă курĕç. Вăл шутран 1 млн та 180 пинне республика бюджетĕнчен уйăрнă.



24 октября 2011
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter