Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин республикăн социаллă пурнăçпа экономика, çав шутра 2011 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи промышленноç комплексĕн аталанăвĕн, пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. «Экономикăри макроэкономика лару-тăрăвĕ тĕпрен илсен йĕркеллех, промышленноç продукцийĕ туса илесси, строительство, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе ĕçсен калăпăшĕ, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ, халăха тӳлевлĕ пулăшусем парасси, ĕç укçи ӳснĕ», - тенĕ Иван Моторин. Промышленноç производствин индексĕ 114,1 процентпа танлашнă. Кăрлач- çурла уйăхĕсенче Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче промышленноç производствин индексĕпе - 2-мĕш вырăн , тирпейлекен производствăсем енĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă. «Отрасльсем мĕн пур плана тултарса пыраççĕ, çулталăка ăнăçлă вĕçлеме условисем çителĕклĕ», - тенĕ Президент. Ял хуçалăх производствин ӳсĕмĕ тăрăх 2011 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. 2011 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ мĕн пур категорири хуçалăхсенче малтанхи кăтартусем тăрăх 26,6 млрд тенкĕ пулнă. Иван Моторин ЧР патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарас темăна хускатнă. ЧР вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмне модернизацилемелли мерăсене  мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Президент палăртнă тăрăх - педагогсен ĕç шалăвĕ тĕпрен илсен профессионализм шайĕнчен, пайăр ĕç кăтартăвĕсенчен, çав шутра конкурссене, олимпиадăсене, викторинăсене хутшăннинчен, килет. Республикăра учительсенне кăна мар, шкул çулне çитичченхи ачасен учрежденийĕсен воспитателĕсен, педагог-психологсен, социаллă педагогсен тата ытти категорин ĕç укçине те ӳстерме йышăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков «Электрон бюджет» проекта пурнăçласа пыни çинчен пĕлтернĕ. Президент ĕç тăвакан влаç органĕсене, районсемпе хуласен пуçлăхĕсене çак проекта пурнăçа кĕртес енĕпе çине тăма хушнă.

 



24 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter