Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш таможня посчĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлани

                          Чăваш таможня посчĕн хисеплĕ ветеранĕсемпе сотрудникĕсем!

                                             Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Хăвăрăн пурнăçа эсир пысăк пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă ĕçе – социаллă пурнăçри тата экономикăри тăнăçлăха, саккунлăхпа право йĕркине сыхлассине – халалланă. Служба сотрудникĕсем чăн-чăн профессионал пулнипе, паттăрлăх кăтартнипе, яваплăха туйнипе федераци бюджетне таможня тÿлевĕсем туллин тата вăхăтра пырса кĕреççĕ, вĕсем çĕр-шывăн экономика хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ, тулаш суту-илĕве йĕркелесе тăраççĕ. Паян эсир ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курса тата ертсе пырассин малта пыракан мелĕсене ĕçе кĕртсе таможня тĕрĕслевĕн тытăмне çĕнетсе улăштаратăр.

Малашне те эсир республикăн экономика интересĕсене хÿтĕлес енĕпе патшалăхăн яваплă тĕллевĕсене пĕлсе те хăвăрт пурнăçласса шанатăп.

Сире службăна ăнăçлă ирттернĕшĕн тав тăватăп. Эсир Раççейри таможня ĕçченĕсен лайăх традицийĕсене – тивĕçе пурнăçласси, хастарлăх, Тăван çĕр-шыва юратни – упратăр, пуянлатса пыратăр. Паллă çак кун таможня органĕсен ветеранĕсене, пĕтĕм сотрудника тата вĕсен çемйисене  çирĕп сывлăх, телей, лайăха шанса пурăнма, Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлеме сунатăп.

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                           М. Игнатьев.



25 октября 2011
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter