Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота пулнă

Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота килнĕ. Визит тĕллевĕ - «Çамрăк гвардин» округри виççĕмĕш форумĕпе пĕрле федерацин Атăлçи округĕнче граждан обществин аталану институчĕн Общество канашĕн ларăвне ирттересси. Григорий Рапота наци библиотекинче ăс-тăна аталантаракан «Великолепная пятерка» вăйă çĕнтерӳçисене чысланă, патшалăх управленийĕн кĕçĕн академийĕнче вĕренекенсемпе калаçнă.Унтан полномочиллĕ представителе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев йышăннă. Михаил Васильевич хăнана аслă ăрури çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунипе паллаштарнă, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ уйрăм категорири çынсем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетни çинчен каласа кăтартнă. Григорий Рапота ку енĕпе республикăра аван ĕçленине палăртнă, вĕрентекенсен шалăвĕпе кăсăкланнă. Президент учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 13108 тенкĕ пулнине палăртнă, çулталăк вĕçĕнче вăл 14500 тенкĕпе танлашмалла. Тĕл пулу вăхăтĕнче республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне сӳсе явнă.



25 октября 2011
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter