Шалупа, ытти ыйтупа кăсăкланнă

Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота килнĕ. Визит тĕллевĕ - «Çамрăк гвардин» округри виççĕмĕш форумĕпе пĕрле федерацин Атăлçи округĕнче граждан обществин аталану институчĕн Общество канашĕн ларăвне ирттересси. Григорий Рапота наци библиотекинче ăс-тăна аталантаракан «Великолепная пятерка» вăйă çĕнтерÿçисене чысланă, патшалăх управленийĕн кĕçĕн академийĕнче вĕренекенсемпе калаçнă.

Унтан полномочиллĕ представителе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев йышăннă. Михаил Васильевич хăнана аслă ăрури çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунипе паллаштарнă, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ уйрăм категорири çынсем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен пуçлăхĕн асăннă Указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен 40 çул ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсемпе 45 çул ĕçленĕ арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа чыслĕç. Аса илтеретпĕр: асăннă саккунпа республикăри ĕç ветеранĕсем уйăхсерен социаллă пулăшу шучĕпе 980 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн 50 процент укçан компенсаци илеççĕ. Паянхи кун «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме 26 пин çыннăн ирĕк пур.

Григорий Рапота ку енĕпе республикăра аван ĕçленине палăртнă, вĕрентекенсен шалăвĕпе кăсăкланнă. Президент учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 13108 тенкĕ пулнине палăртнă, çулталăк вĕçĕнче вăл 14500 тенкĕпе танлашмалла. Республикăн 2012 çулхи бюджетне йышăнсан педагогсен ĕç укçине татах ÿстерес ыйтăва татса парĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан педагогсен ĕç укçине кăçалхи авăн уйăхĕнчен тата 14,7 процент ÿстерме республика бюджетĕнчен 103,8 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă, вăл шутран 89,7 млн тенкине - учительсен шалăвне пысăклатма. Çапла майпа педагогсен шалăвĕ, 2011 çулхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан, 30 процент е 3000 тенкĕ ытларах пысăкланать. «Ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ тытăмпа килĕшÿллĕн шалăвăн дифференциацийĕ иртет, кун пек чухне шалу калăпăшĕ педагогăн ĕç пахалăхĕнчен тата кăтартуллă пултарулăхĕнчен килет», - тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи учительсен ĕç укçине ÿстернипе пĕрлех çак тытăмра вăй хуракан ытти педагогăн шалăвне пысăклатассине палăртнă. Ун пеккисем вара - 3500 çын.

Григорий Рапота ĕç укçин парăмĕпе, çак ыйту хăш предприятире çивĕчленнипе кăсăкланнă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне сÿтсе явнă.( Ю.Степанов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 октября 2011
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter