Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем 34 ыйту пăхса тухнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ вăхăтри йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе, бюджет учрежденийĕсем тăвассипе çыхăннă. Çавăн пекех Тăвай, Етĕрне, Шупашкар, Вăрмар, Пăрачкав, Йĕпреç, Элĕк районĕсенче граждансене кивĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисем валли укçа уйăрассине пăхса тухнă. «Чăваш Республикин патшалăх парăмĕсен тата общество финансĕсен управленийĕ» программăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем пирки финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа панă. Президент «патшалăх харпăрлăхĕпе туллин усă курмаллине, муниципалитетсен вăйне те шута илмеллине, бюджетăн налуксăр тупăшне ÿстерме вĕсене коммерци çаврăнăшне явăçтармаллине» палăртнă. Михаил Васильевич вăхăта тăсса ямасăр республика харпăрлăхĕн пĕрлехи базине йĕркелеме хушнă. Вăл çавăн пекех «Электрон бюджечĕ» проекта хута яма та кирли çинчен палăртнă. Чăваш Республикинче вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене, сусăр ачасене ÿстерекен çемьесене хваттер туяннă е çурт лартнă чухне социаллă пулăшупа тивĕçтересси тĕллевлĕн пурнăçланать.  Федерацин «Ветерансем çинчен» тата «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пурăнакансене 2012 çулта пулăшу памалли саккун проекчĕ пирки Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Гончаров каласа панă. Правительство членĕсем ырласа йышăннă «Чăваш Ен культури» программа та /2012-2020 çулсем валли/ икĕ тапхăрта пурнăçланма тивĕç. Культура министрĕ Роза Лизакова каланă тăрăх проект тĕллевĕ - халăха информаци ресурсĕсемпе пĕр тан усă курма майсем туса парасси, культура тата истори пуянлăхне упраса хăварасси. «Чăваш Ен информаци пĕрлĕхĕ» программа та çутă малашлăх шантарать. Çыхăну тата информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕ Александр Сидоренко çирĕплетнĕ тăрăх унăн тĕллевлĕ палăрăмĕсенчен пĕри - 100 хуçалăхран 80-шне Интернет илсе çитересси. «Информаци-коммуникаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанаççĕ, - палăртнă Президент. - Ку тĕлĕшпе ытти регионтан юлас марччĕ». Михаил Васильевич программăна тепĕр пункт кĕртме хушнă. Вăл пурнăçлансан 2020 çул тĕлне Шупашкарта пурăнакан кашни çын патне Интернет çитĕ. Правительство членĕсем 2011 çулхи виççĕмĕш кварталшăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçене палăртнă. Чăваш Енре вăл пĕр çын пуçне 5335 тенкĕпе танлашать.



26 октября 2011
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter