Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Олимп çулăмĕн эстафетине хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă видеоконференцие хутшăннă

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Олимп çулăмĕн эстафетине хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă видеоконференцие хутшăннă. Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак çĕр-шыври регионсен ертӳçисемпе онлайн йĕркипе канашлу ирттернĕ. Вăйăсен чи пĕлтерĕшлĕ символĕ – Олимп çулăмĕ – тĕнчери çул-çӳреве 2013 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче тухĕ. 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче – Олимпиада уçăлнă кун – вăл Сочи хулине килсе çитĕ. «Раççейри кашни субьектрах эстафета программине йĕркелемелле, çуткăçа йăтса пыма регионсенчи паллă çынсене палăртмалла, культмассăллă программа туса хатĕрлемелле. Олимп çулăмĕн эстафетине çӳллĕ шайра ирттерме мĕн кирлине пурне те тумалла», – тĕллев лартнă вице-премьер. «Сочи-2014» Йĕркелӳ ĕçĕсен комитечĕн президенчĕ Дмитрий Чернышенко эстафетăна пĕтĕмпе 1900 хула хутшăнассине пĕлтернĕ. Олимп комитечĕ вара ку хисепе 2014 çитерме палăртать. Олимп çулăмĕн эстафетипе пĕрлех Паралимп çулăмĕн эстафетине те йĕркелесе ирттереççĕ. Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче – Паралимпиада уçăлнă кун – унчченхи Вăйăсем иртнĕ ултă тĕп хулара çулăм чĕртĕç. «Ку вăл чăннипех хăйне майлă, аслă та питĕ илемлĕ, çĕр-шыва пĕтĕçме пулăшакан мероприяти пулĕ. Олимп тата Паралимп çулăмĕсен эстафетине ирттернин тĕллевĕ – тĕнчене çĕнĕ Раççейпе, унăн культурин пуян йăли-йĕркипе паллаштарасси, – тенĕ Дмитрий Чернышенко. Шупашкар та пĕр куна Олимп вăййисен тĕп хули пулса тăрĕ. Хальлĕхе Чăваш Енрен çуткăçа йăтса пыма тивĕçнисенчен пĕр хушамат кăна паллă. Вăл – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студентки Сильвия Петрова. Чăваш Енре Эстафета шайĕнче республикăри хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене ирттерме, Шупашкар хулинче Пăр керменне уçма палăртнă. Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак пĕлтернĕ тăрăх, Олимп çулăмĕн эстафети Раççейри регионсемшĕн хăйсен культурин тĕрлĕ енлĕхне туллин уçса пама, инвестици майĕсене тата туризм вăй-хăватне пур енлĕн кăтартма май паракан лайăх мел шутланать. «Пирĕн тĕллев – çак майпа ăнăçлă усă курасси. Олимп çулăмне кĕтсе илнĕ чухне нумай нациллĕ Чăваш Енĕн хăйĕн йăли-йĕркине, пуянлăхне туллин кăтартса памалла», – тесе палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.

 



26 октября 2011
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter