Михаил Игнатьев Çĕр-шыв экономикин технологи аталанăвĕ тата модернизаци енĕпе ĕçлекен комиссин Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ ларăвне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕр-шыв экономикин технологи аталанăвĕ тата модернизаци енĕпе ĕçлекен комиссин Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ ларăвне хутшăннă. «Лару ĕçне инноваци продукцийĕн сумне ÿстерессине халалланă. Кăшт маларах форума хутшăнтăм, «Пуласлăх лавкки» тата «Ăслă çурт» йышши çĕнĕ проектсемпе паллашса хăпартлантăм», - тенĕ çĕр-шыв Президенчĕ. RUSNANOTECHа пырса курнисем «НаноÇуртăн» тĕлĕнмелле модельне пахаланă. Ăна тума чи çĕнĕ йышши строительство материалĕсемпе тата энерги перекетлекен технологисемпе усă курнă. Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕ те AEKOM /Аслă Британи/ компанипе пĕрле хăйĕн ĕçне - Чăваш Ен территорийĕнче хута яма палăртакан НаноÇурт проектне - кăтартнă. Вăл нанотехнологин питĕ нумай компоненчĕпе усă курса тунă, энерги перекетлес тĕлĕшпе Европа виçин Excelent шайне çитнĕ Раççейри пĕрремĕш çурт пулĕ. «Шанатăп, кĕçех ку технологисем кулленхи пурнăçра хăйсен вырăнне тупĕç, мĕншĕн тесен кирек епле çĕнĕлĕхĕн тĕллевĕ - пурнăç пахалăхне ÿстересси, ăна интереслĕрех, хăтлăрах тăвасси. Ăслă шухăшсене, проектсене, технологисене вăя кĕртме пирĕн майсем çителĕклĕ: нормăпа право никĕсне хывнă, аталану институчĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем валли çур триллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Дмитрий Медведев. Комисси ларăвĕнче Çĕнĕ технологисене туса хатĕрлекен тата коммерциализацилекен центр аталанăвĕн фончĕ, Сколковăри ăслăлăх тата технологи институчĕ, Массачусетcри технологи институчĕ пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă. Килĕшÿ тĕллевĕ - Раççейре хальхи йышши вĕренÿ тата тĕпчев центрне йĕркелесси. Çак кунсенче çавăн пекех республика Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн «Экспоцентрта» иртекен Пĕтĕм тĕнчери IV «Rusnanotech Expo-2011» курава хутшăнать. Ку вĕсене Раççей тата ют çĕр-шыв представителĕсемпе тÿрремĕн çыхăнса ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме май парать. Чăваш Республики коллектив экcпозицине кăтартать. (В.Николаева «Хыпар»)

 



27 октября 2011
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter