Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕcен кунĕ ячĕпе саламлани

Автомобиль çулĕсен тытăмĕ, чĕрĕ организм майлах, республика экономикин мĕн пур отрасльне кăлтăксăр та тухăçлăн ĕçлеме пулăшать, çынсен кулленхи пурнăçне лайăхрах тата хăтлăрах тума май парать.

Çак тытăма ĕçлеттерекенсем ахаль çынсемех: диспетчерсем, механиксем, инженерипе техника ĕçченĕсем тата, паллах ĕнтĕ, йывăр та яваплă ĕçре вăй хуракан водительсем. Пассажирсемпе грузсене кирлĕ çĕре вăхăтра çитересси, регионсемпе çĕр-шывсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси кашни хăй вырăнĕнче пĕлсе те йĕркеллĕ ĕçленинчен килет. Чăваш Енри автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсем çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.

Автотранспорт комплексне аталантарасси, çулсем çинчи хăрушсăрлăха ÿстересси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн сирĕнпе пассажирсем турттармалли тытăма лайăхлатас, ГЛОНАСС системине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе малалла ĕçлемелле, çав вăхăтрах экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки те манмалла мар.

Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнни, яваплăхĕ тата çирĕп тĕллевлĕхĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанса тăратăп. Отрасль умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлас ĕçре хăйсен пурнăçне юратнă профессие халалланă ветерансен опычĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, телей тата кашни çемьенех ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                         М.Игнатьев

 



29 октября 2011
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter