“Ывăл-хĕрĕр, мăнукăрсем савăнăç кÿччĕр...”

Ĕнер К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Ватă çынсен кунне тата Раççей пенсионерĕсен союзĕн регионти уйрăмне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнине халалласа асăннă тытăмăн правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Ольга Зайцева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Пенсионерсен союзĕн Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн ертÿçи Валерий Сапожников, официаллă ытти представитель хутшăнчĕç. Мероприятие Валерий Сапожников уçрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: пирĕн республикăра аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси - приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Пенсисемпе социаллă тÿлевсене тăтăшах ÿстерсе пыраççĕ тата вĕсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Канăва тухнисен кун-çулне вăрăмлатас, сывлăхне тĕреклетес енĕпе йышăннă малашлăх программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

“Республикăра 340 пин пенсионер пурăнать, çав шутра 270 пинĕшĕ çул çитнипе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă. Тăнлавĕсене тахçанах кĕмĕл тĕс çапнăскерсен çамрăк ăрăва вĕрентсе, ăс парса хăвармалăх пуян опыт пур, - палăртрĕ Валерий Сапожников. - Эпир федераци тата вырăнти влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлне тивĕçлипе хакланипе пĕрлех пенсионерсене общество пурнăçне тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пуçаруллă хутшăнтарасшăн. Çакна вара влаç органĕсен тата общество организацийĕсен пĕрле татса памалла, тивĕçлĕ канурисен хастарлăх кăтартмалла”. Ларăва хутшăннисене Михаил Игнатьев Президент Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕ. “Эпир сирĕн пирки самантлăха та манмастпăр, хисеплетпĕр, сума сăватпăр. Аслă ăру çыннисен пурнăç шайне ÿстерессишĕн ыр кăмăллăхăн вунă кунлăхĕнче кăна мар, çулталăкĕпех тăрăшатпăр, - терĕ вăл. - Юлашки 10 çулта пенсисем 6,1 хут ÿсрĕç. Кăçал вăтам пенси 7941 тенкĕпе танлашать. Чăн та, хальлĕхе пысăках тееймĕн. Анчах та сахал тупăшлисене çăмăллăхсемпе тивĕçтеретпĕр, ятран пулăшатпăр. Ватăсен сывлăхне упрас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Ĕнер кăна-ха хевтесĕрсене киле пырса пулăшакан бригадăсем валли автомобильсем уйăрма йышăнтăмăр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пине яхăн ветеранне кăçал хваттерпе тивĕçтернĕ, ыттисем те çывăх вăхăтрах илĕç. Ывăл-хĕрĕр, мăнукăрсем савăнăç кÿччĕр сире, телейлĕ пулăр, нумай-нумай çул пурăнса çамрăк ăрăва хавхалантарса пырăр”.

Михаил Игнатьев общество тата пенсионерсен союзĕн ĕçĕнче пуçарулăх кăтартакан хастарсене Чăваш Республикин наградисемпе тата Президентăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ларăва хутшăннисене çавăн пекех Венера Муллина министр, Пенси фончĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тата ыттисем саламларĕç, вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунчĕç, художество пултарулăх коллективĕсем юрă-ташă парнелерĕç. Анлă ларăва пухăннисем аслă ăру çыннисене Чĕнсе каланине йышăнчĕç. (В. Смирнова)



03 октября 2011
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter