Пичет çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн общество корреспонденчĕсен III Пухăвĕ иртнĕ

Пичет çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн общество корреспонденчĕсен III Пухăвĕ иртнĕ. «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ...» - тенĕ чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Никольский. Вăл никĕсленĕ «Хыпар» хаçат унăн халалне 105 çул туллин пурнăçлать: çамрăк ăрăва, аслă çултисене ултавпа чăнлăха, тĕрĕслĕхпе суяна уйăрма пулăшать. 105 çул историшĕн нумай вăхăт мар. Анчах çак тапхăрта «Хыпар» хаçат хура-шурне сахал мар курнă, йывăрлăх тÿссе ирттернĕ. Апла пулин те хăйĕн тÿрĕ тивĕçне - халăх патне чăвашла хыпар çитерессине - яваплă пурнăçлать.Паян мĕнле пурăнать «Хыпар»? Мĕнле ыйтусем хускатать? Мĕн ура хурать е йывăрлăх кăларса тăратать? Пухура çак тата ытти нумай ыйту тавра калаçнă, канашланă. Тĕплĕнрех



31 октября 2011
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter