“Чăваш Ен - электротехника промышленноçĕн центрĕ ...”

Юпа уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Мускавра инноваци аталанăвĕн тата наноиндустри йĕркеленĕвĕн ыйтăвĕсемпе тĕнчери нанотехнологисен форумĕ иртнĕ. Вăл уçăлас умĕн Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев “Rusnanotech Expo-2011» куравĕн экспозицийĕ­­семпе паллашнă май «Ăслă çурт» тата «Пуласлăх лавкки» проектсене пысăк хак панă. Вĕсен умĕнче халăх яланах йышлă. Вĕсем проектсемпе кăна кăсăкланмаççĕ, хăйсен патĕнче çакăн пек проектсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшаççĕ. Вĕсен йышĕнче - Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ Герман Греф. РОСНАНО генеральнăй директорĕ Анатолий Чубайс тата Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев «Ăслă çурта» çĕклемелли технологипе паллашнă. Чăваш Ен пуçлăхĕ республика территорийĕнче асăннă проекта мĕнле пурнăçа кĕртни çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă, кун пек пĕрремĕш çурта 2012 çулта хута ярассине палăртнă. «Ку - 21-мĕш ĕмĕрти çурт, - тенĕ Михаил Васильевич, - объекта çĕкленĕ чухне инноваци материалĕсемпе çеç усă курĕç». Çак çуртăн пĕр тăваткал метрĕ 60 пин тенкĕ тăрĕ. «Ăслă çурт» проектăн пуласлăхĕ пысăк. РОСНАНО генеральнăй директорĕ çавăн пекех Чăваш Енре кĕçех хĕвел батарейисем кăларма, базальтопластик арматури валли композитлă сетка тума тытăнассине пĕлтернĕ. Базальтопластик - экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăр материал, металл аналогсенчен 4 хут çăмăлрах. Çак сетка Раççей Перекет банкĕн управленийĕн председательне Герман Грефа уйрăмах кăсăклантарнă. «Пахалăхлă», - пĕтĕмлетнĕ вăл. Хăнасем «Профотек» компанин продукцийĕпе те паллашнă. Энергетика сечĕсен хÿтĕлев устройствисене «Экра» заводра туса кăларни тĕлĕнтернĕ. «Чăваш Ен - релепе электротехника промышленноçĕн центрĕ, Шупашкар - унăн тĕп хули», - туйăмне пытарман Анатолий Чубайс. Чăваш Ен Президенчĕ таваршăн мĕнле тÿлессипе кăсăкланнă. Герман Греф пуласлăхри лавккара хакшăн пур мелпе те татăлма, çавăн пекех телефонпа шăнкăравласа та татăлма май пуррине каланă. Раççейре кун пек супермаркетсем хальлĕхе çук-ха. Анчах вăхăт нумай иртмĕ, кун пек çĕнĕлĕх те пирĕн пурнăçа кĕрĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев форумăн “Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инноваци бизнесĕн аталанăвĕн условийĕсем” секци ĕçне хутшăннă. Ăна çĕр-шывăн экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Олег Фомичев ертсе пынă.

 



31 октября 2011
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter