"Пĕрле вĕрсен хапха та уçăлать..."

Ĕнер Пичет çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн общество корреспонденчĕсен III Пухăвĕ иртрĕ

«Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ...» - тенĕ чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ Николай Никольский. Вăл никĕсленĕ «Хыпар» хаçат унăн халалне 105 çул туллин пурнăçлать: çамрăк ăрăва, аслă çултисене ултавпа чăнлăха, тĕрĕслĕхпе суяна уйăрма пулăшать. 105 çул историшĕн нумай вăхăт мар. Анчах çак тапхăрта «Хыпар» хаçат хура-шурне сахал мар курнă, йывăрлăх тÿссе ирттернĕ. Апла пулин те хăйĕн тÿрĕ тивĕçне - халăх патне чăвашла хыпар çитерессине - яваплă пурнăçлать.

Паян мĕнле пурăнать «Хыпар»? Мĕнле ыйтусем хускатать? Мĕн ура хурать е йывăрлăх кăларса тăратать? Пухура çак тата ытти нумай ыйту тавра калаçрĕç, канашларĕç.

Чи малтан «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев сăмах каларĕ:

- Мĕн вăл «Хыпар» Издательство çурчĕ? Мухтанмасăр калатăп - Раççей Федерацийĕнче кун пекки урăх çук. Вăтăр çул тухман «Çамрăксен хаçатне» чĕртсе тăратрăмăр. Тиражĕ çулсерен ÿссе пычĕ, хăйĕн вулаканĕсене тупрĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» йышши чăваш хутлăхĕнче урăх çук. «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма-хуçалăх»... Пирĕн хаçатсен эрнери тиражĕ 83 пин ытла. Хаçат ĕçĕ çăмăл мар. Хальхи вăхăтра тиража сыхласа хăварасси питĕ йывăр. Вырăсла та, чăвашла та питĕ нумай хаçат-журнал тухса тăрать. Çынсем икĕ чĕлхе пĕлнĕрен суйлама пултараççĕ. Хаçатсен тулли версине Интернета кăларас шухăш пур. Çак ĕçе «Çамрăксен хаçатĕ­н­­чен» пуçласшăн.

Пирĕн шанчăклă туссем - вырăнти корреспондентсем. Эсир элчĕсем пекех. Пысăк пулăшу паратăр. Сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр!

Хаçата тăтăш çырса тăракансем, Алексей Петрович çирĕплетнĕ тăрăх, 250 çынна яхăн. Анчах, шел те, Пухăва общество корреспонденчĕсем пурте çитеймен. Калăпăр, Санкт-Петербургра пурăнакан Анатолий Золотов саламлă телеграмма янă. «Хаçат пурне те тĕрĕс çулпа уттартăр. «Хыпар» ялавне Никольский пек çÿлте ялкăштарма сунатăп», - тесе çырнă унта. Мускаври Петĕр Мультиерсем профессор та Шупашкара килеймен. Алексей Петрович пухăннисене унăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ.

Республика хаçачĕн ĕçченĕсене, унпа çыхăну тытакансене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламларĕ:

- Хаçат тиражĕ сыхланса юлаймасран иккĕ­­ленекенсене шантарсах калатăп: чăваш халăх историне çынсем патне çитерекен, çивĕч ыйтусем хускатакан хаçат пурăнма тивĕç. Вăл çулран-çул аталантăр. Информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен ĕçĕ çăмăл мар. Хыпара вăхăтра вулакан патне çитермесен - унăн сумĕ чакать. Тĕрĕс информаци - çирĕплĕх, вăл пархатарлă утăмсем тума вăй парать, экономикăна аталантарма пулăшать. Çавна май влаç органĕсенче ĕçлекенсене шанчăклăх парать, обществăна тикĕс аталанма майсем туса парать, - терĕ вăл. Унтан Михаил Васильевич «Хыпар» хаçат коллективне пичете аталантарас тата культурăпа çутлăх ĕç-хĕлĕнчи хастарлăхшăн РФ Президенчĕн Дмитрий Медведевăн Тав хучĕ­­пе чысларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский те «Хыпар» обществăшăн, патшалăхшăн курăмлă ĕçсем тунине палăртрĕ:

- Хаçат тĕрлĕ пулăм пирки çырать, çитменлĕхсене питлет. Ял çыннисем, уйрăмах аслă ăрурисем, «Хыпара» пĕрремĕш сас паллинчен пуçласа мĕн вĕçне çитиччен вулаççĕ. Ăна шĕкĕлчесе тухмасăр алла урăх ĕç тытмаççĕ. Президент каланипе килĕ­­шетĕп: влаç тытăмĕнчисен хаçата май килнĕ таран пулăшмалла. Чăваш информаци хатĕрĕсене аталантарни чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни куç кĕрет.

Михаил Алексеевич хаçат редакцине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Хисеп хучĕпе чысларĕ. Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне «Хыпар» хаçатăн техника редакторĕ Геннадий Федотов тата Ревокат Моисеев общество корреспонденчĕ тивĕçрĕç. Вĕсене Михаил Алексеевич пичет ĕçĕнче нумай çул тухăçлă вăй хунăшăн наградăларĕ. Геннадий Степановича çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн Председателĕ Геннадий Архипов Хисеп хучĕпе чысларĕ. Никита Ларионов общество корреспонденчĕ те ЧНК хисепне тивĕçрĕ. Кунсăр пуçне «Хыпар» Шупашкар хула пуçлăхĕн Леонид Черкесовăн саламне /Владимир Викторов/ йышăнчĕ. Редакцие Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов потребкоопераци аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Центросоюзăн пысăк наградипе - орденпа - чысларĕ.

Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледж директорĕ Валерий Сапожников çамрăксене «хаçат ырра вĕрентнине» палăртрĕ. «Хыпар» редакцийĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн пултарулăх студийĕ ĕçлет. Унта çÿрекенсенчен чылайăшĕ каярахпа хаçата ĕçлеме килет. Акă 5 курс студентки Аня Федорова кашни çулах кунта практика ирттерет.

- Студире çамрăк журналистсене аталанма услови çителĕклĕ. Университетра илнĕ пĕлĕве ĕçре çирĕплетме май килни савăнтарать. Хаçат - хăйне евĕр пултарулăх лаççи, професси вăрттăнлăхĕсене тĕшмĕртме пулăшать, - терĕ вăл.

Анатолий Кипеч çыравçă хула çыннисем, чăваш интеллигенцийĕ хаçат вуламаншăн пăшăрханса калаçрĕ:

- «Хыпар» çивĕч ыйтусене хускатать. Чăваш чĕлхипе каланине ăса илмен çын чунĕпе чухăн. Уншăн юрă та, театр та, литература та çук.

Виталий Станьял ăсчах хаçатра ватăрах çынсемшĕн кăна мар, çамрăксемшĕн те вуламалли сахал маррине палăртрĕ. Муркаш район администраци пуçлăхĕ Юрий Иванов «Хыпар» хаçатпа тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшнине, тиража ÿстерес тĕлĕшпе вăй хунине пĕлтерчĕ. «Кăçал та ытти районтан ытларах çырăнасшăн-ха», - терĕ вăл.

«Хыпар» Издательство çурчĕн» директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев общество корреспонденчĕсен пĕр ушкăнне «Хыпар» Издательство çурчĕн» Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çавсен йышĕ­н­­­че: Владимир Егоров /Элĕк районĕ/, Лилия Петрова /Етĕрне районĕ/, Валерий Чайкин /Тăвай районĕ/, Николай Михайлов /Вăрмар районĕ/, Григорий Скворцов /Вăрнар районĕ/, Валентина Яковлева /Патăрьел районĕ/, Николай Ершов /Красноармейски районĕ/, Роман Чепунов /Шупашкар районĕ/, Александр Вишневский /Шупашкар/, Алевтина Нестерова /Шупашкар/, Николай Розов /Ульяновск/, Иван Тарасов /Пушкăртстан, Ĕпхÿ/, Геронтий Никифоров /Шупашкар/, Геннадий Юмарт /Шупашкар/.

Юлашкинчен «Хыпар» Издательство çурчĕн общество корреспонденчĕ­сен III Пухăвĕн делегачĕсем патшалăх влаçĕн органĕсене, «Раççей почти» ФПУПа, чăваш наци интеллигенцине, Чăваш наци конгресне, Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсен ертÿçисене, вулакансене культурăпа ăс-хакăла, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, аталантарма Чĕнсе каланине йышăнчĕç.

/Валентина БАГАДЕРОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 октября 2011
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter