Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене Пĕтĕм тĕнчери врачсен кунĕ ячĕпе саламланă

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене Пĕтĕм тĕнчери врачсен кунĕ ячĕпе саламланă. Ветерансем травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне çитсе курнă. Учрежденийĕн тĕп врачĕ Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Центрта 25 çĕнĕ методикăна пурнăçа кĕртнĕ. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе пĕтĕм çĕршывран 5 пине яхăн çын пулăшу илме пултарать. Республика Президенчĕ Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Татьяна Голикова Федераци субьекчĕсенче ĕçлекен пĕтĕм травматологи центрĕнчен Шупашкарти учреждени чи лайăх ĕçлекенни тесе хак пани çинчен пĕлтернĕ. «Пĕтĕм шайри влаçсен тĕллевĕ – çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, уйрăмах ватăсене тата çамрăксене тимлĕх уйăрмалла»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Ватă çынсем хăйсен пĕтĕм вăйне республикăна тивĕçлипе аталантарас ĕçе панă. Пирĕн паян пурин те вĕсем валли лайăх пурнăç туса парассишĕн тăрăшмалла. Ĕлĕкхине манмасăр пуласлăх çинчен шутламалла. Михаил Игнатьев ĕç ветеранĕсене патшалăх наградисене парса чысланă. Николай Григорьев пĕтĕм пурнăçне çынсене сыватас ĕçе халалланă. «Эпир ĕçленĕ чух кун пек медицина учрежденисем çинчен ĕмĕтленнĕ çеç, паян вара республика Правительстви эффективлă ĕçленине кура, мĕн тери чаплă центрсем уçăлчĕç», - тесе хавхалануллăн палăртнă Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ сумлă ветеран. Чăваш Ен Президенчĕ ветерансемпе тĕл пулнă вăхăтра çавăн пекех республика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем тата ытти ветерансене кăсăклантаракан ыйтусем тавра сăмах хускатнă.



04 октября 2011
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter