Шкул библиотекисем пуянланаççĕ

Çулсеренех шкул библиотекисем валли Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви илемлĕ литература туянса парать. Ача-пăча литератури вĕренекенсен вулав культурине, пуплеве аталантарма, тавра-курăма анлăлатма пулăшать, кăмăл-сипет, сапăрлăх ыйтăвĕсене çĕклет, илем тĕнчипе паллаштарать.

Кĕçех шкул библиотекисем ятарласа кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли туяннă илемлĕ литературăпа пуянланĕç. 151 пин ытла экземпляр кĕнеке çитес вăхăтрах шкулсене çитĕ, шкул ачисем А.Барто, А.Алексин, А.Волков, В.Драгунский, Э.Успенский тата ытти вуншар автор хайлавĕсемпе паллашĕç.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)

 



04 октября 2011
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter