Кăмăллипе кăмăлсăрри юнашарах

Республикăн Министрсен Кабинечĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе кĕçнерни кун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче Чăваш Енĕн 2012 çулхи, планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкересси тĕп ыйту пулчĕ.

Вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков журналистсемпе уйрăммăн курнăçса бюджет проекчĕ пирки самай тĕплĕн каласа панине кура ку ыйту патне çитес номерсенчен пĕринче тепре таврăнăпăр-ха, çапах уйрăм самантсене халех палăртни вырăнлă пуль. Ларура тунă докладра Михаил Геннадьевич çитес çулхи бюджет тупăшĕсем 26,6 млрд тенкĕ ытларах пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Республикăн хăйĕн тупăшĕсем кăçалхипе танлаштарсан 8,3% ÿсмелле. Тăкаксем вара 27,3 млрд тенкĕ пулмалла.

Бюджета шайлаштарма Мускав 5,4 млрд тенкĕ ытла парать - çак цифрăна асăннă май Президент вăл та ÿсĕмлине палăртрĕ. Республика патшалăх парăмне татас енĕпе ăнăçлă ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ: «Хамăр обязательствăсене пурнăçлас енĕпе эпир пĕр кун та, пĕр сехет те тытăнса тăман». Çитес çул çав парăм 8,1% чакмалла. Юн кун Саратовра иртнĕ канашлăва хутшăннă май хăй ытти кĕпĕрнаттăрпа калаçнă-мĕн, çавна май хăш-пĕр регион Мускавран илмелли укçапа çыхăннă цифрăсене çирĕплетейменнине пĕлет. Проектра халĕ çирĕплетекен кăтартусем, паллах, улшăнма пултараççĕ. Михаил Игнатьев çав улшăнусем монохуласене кÿрекен пулăшупа çыхăнасса та шанать. Кăçалхи бюджета та пысăклатас шанăç пур-ха. Асăннă канашлура регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин çĕр-шыври монохуласем валли тата 1,5 млрд тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ. Пĕр пайĕ Улатăра килмелле. Çавăн пекех министр монохуласене пулăшмалли программа çитес çул та ĕçлессине çирĕплетнĕ /маларах кăçалтан вăл пĕтет тетчĕç/, пĕтĕмпе 5 млрд тенкĕ уйăрасшăн. Чăваш Ен Президенчĕ татăклăн каларĕ: «Пирĕн Канаш, Çĕмĕрле хулисем çав укçан пĕр пайне илмешкĕн хутшăнма пултараççĕ - вĕсен çĕнĕ проектсем пур».

Михаил Игнатьев пулас бюджетăн 3/4 пайĕ социаллă пурнăçпа культура сфери валли каясси пирки каларĕ: «Халăхăн 20% - чухăн йыш, кун пирки уççăн каламалла, вĕсене тĕрев кирлех». Уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнă май хваттер черечĕсем пысăккине /пĕтĕмпе 77 пин çемье/, çав йышра çамрăксем нумаййине палăртса «çынсем черетре вун-вун çул кĕтеççĕ, вĕсене пулăшмалла» терĕ.

Ларура Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕн, алкоголь продукцийĕн производствипе çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелесе пымалли саккун проекчĕсене ырларĕç. Эрех тенĕрен, ку ыйтупа Президентăн ыйтусем çуралчĕç. Алкоголь шĕвекĕсем тĕлĕшпе çĕнĕ чарусем вăя кĕнĕ май вăрттăн эрех хатĕрлесе сутакан нумайланмĕ-и? Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев иккĕленмест: «Асăннă йышши пулăм эрех хаклансан палăрать. Ку тĕслĕхре вара унашкалли пулмалла мар». Çийĕнчен полици тĕрĕслев ĕçне çирĕплетме хатĕр.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина граждансен 2012-2020 çулсенчи социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан патшалăх программипе паллаштарчĕ. Вăл кирли - иккĕленÿсĕр. Республикăра пурăнакансен 7% - инвалидсем /пĕтĕмпе 90 пин ытла çын/. Патшалăхăн пулăшу мерисемпе Чăваш Енре пурăнакансен йышĕн 22% усă курать. Çавна май программăна çирĕплетес тĕлĕшпе ыйту çуралмарĕ.

Правительствăн иртнĕ ларăвĕнче те министр вырăнне килнĕ пĕр çума сăмах тивнĕччĕ - хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатайманшăн. Хальхинче те çанашкал самант пулчĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Алешин Чăваш Ен пуçлăхĕ газ комплексне аталантарма кирлĕ тарифсенчен пухăнакан укçа виçи пирки ыйтнине уçăмлăн хуравлаймарĕ: малтан 1,5 млн тенкĕ терĕ, унтан - 13 млн... «Кăштах кĕтер-и? Тен, тата 10 млн хушăнĕ? - кăмăлсăрланчĕ Президент. - Ларăва хатĕрленсе килмелле. Япăх хатĕрленнине протоколах çырса хурăр. Кайран кун пирки министрпа калаçăпăр».

Управляющи компанисен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине Михаил Васильевич пĕрре кăна мар палăртнă - ку хутĕнче те хивре сăмахсем пулчĕç. Вĕсене çав организацисем хăйсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă информацие уçса парас ыйтăва тишкерни сăлтавларĕ. Ку енĕпе малашне уçăмлăх ытларах пулмалла. Ятарлă сайт туса хунă - www.jkh.cap.ru. Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрассипе çыхăннă информацие УКсен унта вырнаçтармалла. Президент вара çав компанисен халĕччен те халăха кирлĕ информацие сармашкăн майсем çителĕклĕ пулни çинчен каларĕ: «Анчах вĕсем çапла туман. Хăçантанпа калаçатпăр - усси сахал. Строймин çителĕксĕр ĕçлет. Право хуралĕнчи органсем ĕçе пуçăнчĕç, уголовлă ĕçсем те çуралчĕç ĕнтĕ. Тем те хăтланаççĕ: иккĕлле бухгалтери тытса пыраççĕ, ытти йĕркесĕрлĕх...» Официаллă сайт туса хуни ĕç-пуçа йĕркелеме пулăшасса шанас килет.

Çĕрпÿ районĕнче çĕр лаптăкне хула территорине кĕртме сĕннине хирĕçлекен пулмарĕ. Унта уйрăм çынсене çурт лартма çĕр параççĕ - 8-10 соткăллă 168 лаптăк. Шкул та, садик те пулмалла. Пĕр пайне нумай ачаллă çемьесем илĕç. Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ кăна: «Ял хуçалăх çĕрĕсене çурт-йĕр çĕклеме паратпăр та - кайран унта хыт хура çитĕнет. Çапла ан пултăр, çирĕп тĕрĕслесе тăмалла». Çĕрпех çыхăннă тепĕр ыйтупа вара Президент кăштах сасă хăпартма та именмерĕ. Ку хутĕнче пĕчĕк кăна лаптăка сотовăй оператора парасси пирки сăмах пулчĕ. Антеннине лартнă, çĕрне харпăрлăха вăхăтра илмен. «Вĕсем хăй вăхăтĕнче килнĕ, вĕсене ирĕк панă - халь вара пире пăхăнтараççĕ! Хăçанччен?» - ыйтрĕ республика пуçлăхĕ. Çавнашкал «саккунсăр» объектсем тата 11 пулнине пĕлсен пушшех хĕрÿленчĕ, ыйтăва вĕçĕмсĕр тăсса пыма юраманни çинчен каласа хăвăртрах татса пама хушрĕ.

Лару кăмăллă темăпа вĕçленчĕ - шкул çулне çитмен ачасене садиксенче вырăнсемпе тивĕçтерессине тишкернипе. Çывăх çулсенче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче 24 ача сачĕ тума палăртаççĕ, çавна май нумай хулапа районта çак ыйту тинех татăлмалла.

Лару кăмăллă темăпа вĕçленчĕ - шкул çулне çитмен ачасене садиксенче вырăнсемпе тивĕçтерессине тишкернипе. Çывăх çулсенче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче 24 ача сачĕ тума палăртаççĕ, çавна май нумай хулапа районта çак ыйту тинех татăлмалла. (Н. Коновалов "Хыпар" )

Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 октября 2011
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter