Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани

                                                   Хаклă ентешĕмĕрсем!

                           Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Кĕркуннехи çак çутă та савăк кун эпир пурте юратакан пĕтĕм халăх уявне — Вĕрентекен кунне паллă тăватпăр! Педагог, воспитатель, вĕрентекен профессийĕ яланах чи пархатарли те хисепли шутланнă, шутланать те. Пиртен кашниех хамăра шухăшлама, пурнăçра ырăпа усала уйăрма, йывăрлăхсене çĕнтерме, хамăра тата хамăр вăя шанма вĕрентнĕ хастар та пултаруллă çынсен сăнарĕсене чун-чĕринче сыхласа упрать.

Паянхи вĕрентекенĕн тарăн пĕлÿллĕ, вĕрентÿ ĕçĕнчи чи çĕнĕ хатĕрсемпе тата методикăпа усă курма пĕлекен ăстаçă пулмалла, унпа пĕрлех вăл обществăра пулса иртекен улшăнусене шута илсе вăхăтпа тан утма тивĕçлĕ. Чăваш Енре унашкаллисем сахал мар. Вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсенче, конкурссенче тата викторинăсенче парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илекен республикăри вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Çакă ĕçченлĕхĕн, професси ăсталăхĕн тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннин ырă тĕслĕхĕ.

Эпир вĕрентекенсене тата вĕренекенсене пулăшас тĕлĕшпе хамăртан килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Республикăра çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем çĕкленеççĕ, киввисем тĕпрен çĕнелсе улшăнаççĕ, вĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланать, методикăпа тивĕçтерес ĕç лайăхланать. Чи лайăх вĕренекенсем республика Президенчĕн стипендийĕсене илсе тăраççĕ, чи пултаруллă вĕрентекенсем вара — грантсем. Кăçал педагогсем тата шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хăйсен ĕç укçийĕ чăннипех ÿснине туйса илчĕç. Эпир вĕрентекен профессийĕн сумне тивĕçлĕ шайра тытма малалла та пулăшса пырăпăр.

Пĕлÿ тытăмĕн ветеранĕсене — уйрăм тав сăмахĕ. Пархатарлă ĕçĕрте пухнă пуян опыт, тарăн ăсăр тата ĕç çине творчествăлла пăхни — эсир педагогсен çамрăк ăрăвне парса хăваракан чăн-чăн пуянлăх.

Хаклă вĕрентекенсем! Эпĕ сире чун ăшшипе професси ăсталăхĕшĕн, хăвăр суйласа илнĕ ĕçе тата ачасене чунтан юратнăшăн, иксĕлми вăй-халăршăн тата тĕнчене лайăхрах тума тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Ырлăх, пархатарлă ĕçĕре тивĕçлипе хаклама пĕлекен вĕренекенсем тата çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре ăнăçусем сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                           М.Игнатьев.



05 октября 2011
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter