Конкурс хыççăн килнĕ шухăш

Сентябрĕн 26–28-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» Интернет конкурсăн ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Хуравлама тесе компьютера списокри 200 ытла çынран 163-ĕшĕ уçнă, анчах хуравлама 129 учитель кăна пултарнă. Ыттисем, техника сăлтавĕсене пула курăнать, пĕр ыйтăва та ответлеймен.

15 ыйтуран 4-ĕшĕ учительсемшён чи йывăррисем пулчĕç: 5-мĕш ыйту (И.А. Андреев профессор пылчăк, çулçă йышши сăмахсенче л тата н сасăсем хупă сасăсем пулнине ăçта ĕнентернĕ?), 13-мĕш ыйту (Чăваш орфографийĕн пĕрремĕш словарĕ хăçан тухнă? Словарь авторĕ кам пулнă?), 14-мĕш ыйту (Чăваш орфоэпийĕ çыру енне туртăнни çинчен И.А. Андреев профессор ăçта çырнă?) тата 15-мĕш ыйту (Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентмелли меслетлĕхпе çырнă пĕрремĕш кĕнекен автор кам?)

5-мĕш ыйтăва 22 çын кăна тĕрĕс хуравланă; 13-мĕшне – 18 çын, 14-ĕшне – 6 çын, 15-мĕшне – 20.

Асăннă чи йывăр ыйтусенчен 4-ăшĕнне те тĕрĕс хурав 5 учитель тупнă:

Леонтьева З.И. (Юнтапа шкулĕ, Элĕк районĕ),

Никифорова О.И. (Кÿкеç интернат шкулĕ, Шупашкар районĕ),

Петрова Т.Н. (Опытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ),

Поручикова Э.М. (6-мĕш шкул, Шупашкар хули),

Федорова И.П. (Энтриял шкулĕ, Канаш районĕ).

Ку учительсене жюри шкул ĕçĕпе  тÿррĕн çыхăннă чи йывăр ыйтусене пĕлнĕшĕн, пултарулăх кăтартнăшăн уйрăммăн саламлать.

Балл пухса çĕнтерÿçĕсен ретне тухнисен ячĕсем конкурс рейтингĕнче паллă.

Конкурса хутшăннă мĕн пур учителе ырлăх-сывлăх, хастарлăх ÿсĕмĕ, ăнăçу сунатпăр.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



06 октября 2011
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter