Михаил Игнатьев Президент Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнче республикăри шкулсене çĕнĕ автобуссем панă

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра республикăри шкулсене çĕнĕ автобуссем панă. Чи малтанах Михаил Васильевич пурне те Вĕрентекен кунĕпе саламланă. «Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем ачасен чĕрисене çунатлантараççĕ, тăван çĕре юратма вĕрентеççĕ. Илтме тата итлеме пĕлĕр. Çакă сире чи пĕлтерĕшлĕ утăмра - пулас профессие суйлама - пулăшĕ», - тенĕ вăл. Вĕрентекен профессийĕ ыттисенчен уйрăлса тăнине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков та палăртнă: «Педагогсем пĕтĕм чунне ачасене параççĕ. Ăнăçу пултăр!». ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çăмăл мар профессие суйласа илнисене чăтăмлăх, çирĕплĕх суннă. Автобуссен уççийĕсене шкул директорĕсене панă май республика ертӳçи çапла палăртнă: «Шкул автобусĕ» программа тата «Çĕнĕ шкул» пуçару паян тухăçлă ĕçлеççĕ. Республикăри шкулсем хальхи йышши оборудованипе пуянланаççĕ, пурлăх никĕсĕ çĕнелет. Çавна май вĕрентекенсен психологийĕ чылай улшăнать: вĕсем çĕнĕ технологисене алла илсе ĕçлеме пуçларĕç. Çакă ачасене лайăхрах вĕренме, аталанма, паянхи пурнăçпа тан утма пулăшать». Хаклă парнешĕн пурин ятĕнчен те Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Снежана Гаврилова тав тунă. Кăçалхи вĕренӳ çулĕ тĕлне шкул автобусĕсен шучĕ 346-ăна çитрĕ. 1038 ялтан тĕп шкулсене куллен 14 пин ытла ачана вĕренме илсе çÿреççĕ. Ачасене турттармалли ятарлă транспортра мĕн кирли пурте çителĕклĕ. Çав кунах Президент Правительство çуртĕнче вĕрентӳ ĕçĕнче палăрнисене Патшалăх наградисемпе чысланă.



06 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter