«Урок хыççăнхи ĕçсен наци сĕмне ÿстересси» конференци иртĕ

«Урок хыççăнхи ĕçсен наци сĕмне ÿстересси» темăпа юпа уйăхĕн 20 – мĕшĕнче  вĕрентекенсен конференцийĕ иртĕ. Конференцие Шупашкарти наци библиотекинче ирттерме палăртнă (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15 çурт), пуçламăшĕ  – 14 сехетре. Йĕркелекенĕ  –  Чăваш наци конгресĕ.

Конференцие хутшăнас текенсем юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен Чăваш наци конгресне, Шупашкар хули, композитор Воробьевсен урамĕ, 10 çурт адреспа хăйсен доклачĕсене çитерме пултараççĕ.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



06 октября 2011
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter