Иртнине манмасăр - пуласлăха

Кун-çулне медицинăна халалласа тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ентешсем юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пысăк технологиллĕ пулăшу памалли çĕнĕ мелсемпе паллашрĕç. Ун хыççăн вĕсем ЧР Президенчĕпе тĕл пулчĕç. Михаил Игнатьев Чăваш хутлăхĕн сывлăх сыхлавне сумлă тÿпе хывнă хастарсене Пĕтĕм тĕнчери тухтăрсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ĕç ветеранĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Хисепе тивĕçнисен йышĕнче - вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне чылай вăхăт ертсе пынă Людмила Авершина, медицина наукисен докторĕ Николай Григорьев профессор. “Кунта пухăннă ĕçтешĕмсем чăваш медицинин ырă енĕсене ÿстерсе ăна Раççей шайне çитерессишĕн вăй-хала шеллемерĕç. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕ халĕ тĕнче стандарчĕсене парăнтарать. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри - федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ. Халĕччен кунашкалли пирки ĕмĕтленме кăна пултарнă. Кунта, паллах, республика Правительствин тÿпи уйрăмах сумлă”, - терĕ Николай Григорьев хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакланăшăн Президента тав туса.

Техĕмлĕ чейпе сăйланнă май Михаил Игнатьевпа ветерансем сывлăх сыхлавĕн модернизаци программине сÿтсе яврĕç, çамрăк çемьесене пулăшасси, апатлану пахалăхне лайăхлатасси пирки калаçрĕç.

Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕл пулăва тĕп хуларан хутшăннă хисеплĕ ватăсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. (В. Смирнова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 октября 2011
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter