Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

            Сире Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Çак уяв тăван çĕре юратакан мĕн пур çынна пĕр тĕвве пĕрлештерет. Ял ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнни, хастарлăхпа ĕçченлĕх пысăк кăтартусем тума тата палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май параççĕ.

Сирĕн ĕçĕр çăмăл мар, анчах яланах хисепре. Эсир пире лайăх пахалăхлă ял хуçалăх таварĕсемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăратăр, шăпах сирĕн канăçсăр та ырми-канми ĕçĕре пула пирĕн сĕтел çинче яланах çемçе те техĕмлĕ çăкăр хуçаланать. Çăкăртан асли çук, ял хуçалăхĕ вара – экономика никĕсĕ.

Чăваш Енри çĕр ĕченĕсен мухтанмалли пурах. Ял хуçалăх таварĕсен производстви ÿсет, çĕнĕ техникăпа оборудовани туянасси лайăх шайра пурнăçланать, мăйракаллă шултра выльăх тата кайăк-кĕшĕк шучĕ йышланать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекссем çĕкленеççĕ тата юсанса çĕнелеççĕ, АПК экономикине модернизацилес ĕç кал-кал аталанать, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра инновацисем ĕçе кĕреççĕ. Çак пĕтĕм çитĕнĕве эсир тăрăшса тата тухăçлă ĕçленĕрен тума май килнĕ.

Республика Правительстви ялти пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе нумай тăрăшать. Специалистсемпе çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма тата хăйсен бизнесне йĕркелеме субсидисем илеççĕ. Кăçал кăна Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсене мĕн пур укçа-тенкĕ çăл куçĕнчен 1,5 миллиард тенке яхăн каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăрса панă тата патшалăх хутшăннине пула 4,3 миллиард тенкĕлĕх ытла çăмăллăхлă кредитсем явăçтарнă. Çакă ял хуçалăх производствине ÿстерме тата хресчен ĕçĕн культурине улăштарма пулăшать.

Вăхăт çĕнĕ тĕллевсем лартать. Республикăн кал-кал аталанăвĕ тата çĕр-шывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тÿрремĕнех сирĕнпе пирĕн тăрăшулăхран килет. Шанатăп: сирĕн ĕçченлĕхĕре тата яваплăхăра пула эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах. Çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тата ыррине кăна сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                М.Игнатьев.



08 октября 2011
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter