Шупашкарăн кирпĕчне чăвашсемех килĕштереççĕ

Михаил Игнатьев Президент юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» АУО коллективĕпе тĕл пулнă, предприятин производство хăватлăхĕпе паллашнă. Стройматериалсен завочĕ - республикăри керамика кирпĕчĕ кăларакан чи пысăк предприятисенчен пĕри.

Çулталăкра кунта строительствăра питĕ кирлĕ, пахалăхлă 54,9 млн кирпĕч - 250 ытла тĕрли - хĕртсе кăлараççĕ. Продукцин 80 проценчĕ хамăр республикăра юлать. Ыттине Тутарстанри, Мари Элри, Ульяновск, Чулхула, Мускав облаçĕсенчи строительство организацийĕсем туянаççĕ. Республика пуçлăхĕ производствăпа паллашнă май кирпĕчĕн çĕнĕ тĕслĕхĕсене пахаланă. Кăçалхи утă уйăхĕнче хута кайнăранпа 80 çул çитнине палăртнă «ЧЗСМ» АУО çак тапхăрта 2917584 пин кирпĕч калăпланă.

Завод коллективĕпе тĕл пулнă чухне Михаил Игнатьев республика ертÿлĕхĕ халăхăн тупăш пайне ÿстерес, куллен кирлĕ таварсен хакне пĕр шайра тытса тăрас, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама кирлĕ условисем тăвас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Влаç органĕсем патшалăх парăмне татнипе пĕрлех çынсене социаллă пулăшу кÿмелли обязательствăсене туллин пурнăçласа пыраççĕ.

Чăваш Ен промышленноç аталанăвĕн шайĕ çинчен те каланă. Промышленноç производствин индексĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 114,1 процентпа танлашнă. 14 процент ÿсниех республика бюджечĕн тупăш пайне ÿстерме май парать. «Влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ чăваш предприятийĕсен продукцине, çав шутра Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕнне те, ытларах сутма май туса парасси, заводăн вара - тавар пахалăхне ÿстересси», - тенĕ Президент.

Республика пуçлăхĕн чылай ыйтăва хуравлама тивнĕ: «Енчен те çемье çамрăккисен шутне кĕрет тĕк вăл патшалăх кÿрекен мĕнле пулăшăва тивĕç?», «Ĕç ветеранĕ» ятăн стажне чакарма палăртмаççĕ-и?», «Влаç ача сачĕсен черетне чакарас тесе мĕн тăвать?»... Михаил Васильевич кашнинех тулли хуравланă, патшалăх малашне те Чăваш Енри кашни çыннăн пурнăç шайне ÿстерессишĕн тĕллевлĕ ĕçлессине палăртнă.

(К.Юрьев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter