Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                    Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем!

                                        Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕн календарьти ячĕ çĕнелчĕ, çапах пĕлтерĕшĕ улшăнми юлчĕ: çак кун эпир йĕркелĕхе сыхлассине, саккунлăха çирĕплетессине тата обществăри тăнăçлăха упрассине тивĕçтерессипе çыхăннă кăткăс та яваплă ĕçе кирлĕ пек пурнăçлакансене чыслатпăр. Юлашки çулта шалти ĕçсен органĕсен тытăмĕнче курăмлă улшăнусем пулчĕç. Халĕ сире мăнаçлăн полицейскисем теççĕ, сирĕн çине тивекен яваплăх чылай пысăкрах. Паян шанчăклăнах çапла калама пулать: чăваш полицийĕн ĕçченĕсем – çирĕп кăмăллă, хăюллă, харсăр тата яваплă çынсем. Аслă ăрусен ырă йăлисене малалла тăсса Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствин йышĕ преступлени тăвассипе çине тăрса кĕрешет, хула-ялсенче пурăнакансен лăпкăлăхне сыхлать. Ăнăçлă тата кал-кал ĕçленĕ май пирĕн республика преступленисене уçса парас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче малта, Раççейĕпе илсен те чăваш полицийĕн кăтартăвĕсем лайăх. Çакăнта ветерансен тÿпи пысăк, вĕсем хăйсен пуян професси тата пурнăç опытне йĕркелĕх хуралĕн служба тивĕçне чыслăн пурнăçлакан çĕнĕ ăрăвне параççĕ. Çак уяв кунĕнче сире çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă ĕçĕршĕн чунтан тав тăватăп. Ĕçре, çемйĕрсенче ăнăçу тата тăнăçлăх пулччăр. Сывлăхлă, телейлĕ пулăр!

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                      М.Игнатьев.



10 ноября 2011
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter