Тыр-пул çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕ­рлĕх пăхакансене тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă.

“Малтан ĕç ту, кайран ларса кан”, - тенĕ чăвашсем. Хресчен мĕн авалтан хирти ĕçе вĕçлемесĕр уява пухăнман. Раççейре ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕ хăйĕн кунне юпа уйăхĕ­­нче паллă тăвать, эпир вара - чÿк уйăхĕ­­нче, мĕн пур культурăна пуçтарса кĕртнĕ хыççăн. Тыр-пул çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕ­рлĕх пăхакансем тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăннă. Уява пухăннисене чĕререн ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă. “Ял хуçалăхĕ текех “хура шăтăк” мар. Хресчен шухăш-кăмăлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Яла хула хăтлăхĕ çитрĕ”, - тенĕ Михаил Васильевич. Ял хуçалăхне аталантарма патшалăх çитес çул та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрасса шантарчĕ, кашни килтех ытлăх-çитлĕх пултăр тенĕ.  Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад тунă. Кунпа кун пĕр мар, çулпа çул та пĕр пек килмест. Чăваш Ен теветкеллĕ çĕр тăрăхне кĕрет. Çавăнпа лайăх çанталăка кĕтсе лараймăн. Вăл вара ял çыннин пултарулăхне, тÿсĕмлĕхне çулсерен тĕрĕслет. Пĕлтĕр акă нихăçан пулман шăрăх тăчĕ, çапах выçă лармарăмăр. - Кăçал та çăмăл пулмарĕ, - тенĕ Сергей Владимирович. - Пĕлтĕрхи çулшăн та тăрăшма, тĕш тырă, выльăх апачĕ саппаслăх хатĕрлеме лекрĕ. Патшалăх вăхăтра пулăшни йывăрлăхсене çĕнтерме май пачĕ.“АПК аталанăвĕ” программа ĕçлеме тытăннăранпа Чăваш Енре ял хуçалăхĕнчи производство калăпăшĕ 18,5% ÿснĕ. Çакнашкал çитĕнĕве федерацин Атăлçи округĕ­­нче 4 регион çеç тунă. Тырă туса илесси 2006 çултанпа - 46%, çĕр улми 20% ÿснĕ. Кăçал ампар виçипе 570 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, тухăç гектартан - 24,5 центнер. Çакă виçĕм çулхи кăтартупа танлашать. Уйрăмах Патăрьел, Елчĕк, Пăрачкав, Вăрмар, Вăрнар районĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçлерĕç, 40 пин тонна ытларах тырă туса илчĕç. 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх - республикăри ял хуçалăх организацийĕсен 81 проценчĕ тупăшлă аталаннă, пĕтĕмпе 750 млн тенкĕ услам. Парксене энерги перекетлекен техникăпа çĕнетни, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни те хуçалăхсене хăватлăланма пулăшать. Çак çул-йĕрпе мĕн пур лаптăкăн çурринчен ытларах пайĕнче анлă усă кураççĕ. Кăçал 533 млн тенкĕлĕх - пĕлтĕрхинчин 2,5 хут нумайрах - çĕнĕ техника туяннă. Комсомольски, Елчĕк, Пăрачкав, Муркаш районĕ­­сем ырă тĕслĕх кăтартнă. Ака-сухапа кĕрхи тĕп ĕç­сем ирттерме патшалăх çун­тармалли-сĕрмелли материала 30% таран йÿнетсе сутни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пула ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 125 млн тенкĕ перекетленĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çитĕнĕвĕсем те курăмлă. 6 çулта республикăра çĕр ытла комплекспа фермăна тĕпрен юсанă тата çĕнĕрен тунă. “АПК аталанăвĕ” пурнăçа кĕме тытăннăранпа аш-какай туса илесси - 17,4, сĕт 14% ÿснĕ. 100 гектар çине куçарсан Чăваш Ен кăтартăвĕ федерацин Атăлçи округĕн вăтам çитĕнĕвĕнчен 2 хут пысăкрах. Кăçал Вăрнар районĕнчи “Янгорчино”, Етĕрне районĕнчи “Родина” пĕрлешÿсенче çĕнĕ фермăсем, Патăрьел районĕнче аш-какай комплексĕ хута кайнă. Ăстасем Мускаври “Ылтăн кĕркунне” куравра 77 медаль /30-шĕ - ылтăн, 20-шĕ - кĕмĕл, ытти - бронза/ çĕнсе илнĕ. Уява ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. “Ял хуçалăхĕ текех “хура шănăк” мар. Хресчен шухăш-кăмăлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Яла хула хăтлăхĕ çитрĕ”, - тенĕ Михаил Васильевич. Ял хуçалăхне аталантарма патшалăх çитес çул та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрасса шантарчĕ, кашни килтех ытлăх-çитлĕх пултăр тенĕ. Производствăра малта пыракансем çĕр-шыв тата республика наградисене тивĕçнĕ, 10 çамрăк çемье çурт-йĕр тума сертификатсем илнĕ.

 



14 ноября 2011
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter