Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Ĕнер Правительство членĕсем  анлă ларăва пухăннă. Кун йĕркинчи пĕртен пĕр ыйту – республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне тишкересси. Бюджета черетлĕ хут пысăклатни. Вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх ӳсĕме шута илсен кăçалхи бюджет виçи 29 770 млн тенке яхăн пулать. Паллах, тĕп тăкаксем – социаллă витĕмлĕ. Михаил Геннадьевич социаллă ыйтусем валли уйăракан укçа виçин ӳсĕмне пайăррăн палăртнă. Ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тăкаксем 423 млн тенкĕ хушăнаççĕ, çăмăллăхлă категорисене ЖКХри пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли хушăм – 376 млн. Вĕрентĕве тĕревлеме 149 млн тенке яхăн хушма укçа параççĕ. Çак шута вĕрентӳ ĕçченĕсен хушма шалăвĕ валли паракан 75 млн тенкĕ те кĕрет. Тата – Хĕрлĕ Чутайри шкул çумне тĕртсе тăвакан çурта кăçалах вĕçлеме 16,8 млн тенкĕ. Çĕнĕ урамсене электрификацилеме – 20,6 млн, энерги перекетлемелли мероприятисене пурнăçлама – тата 55,6 млн тенкĕ.
Çавăн пекех Кӳкеçре шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕн строительствинче усă курса пĕтереймен укçана Патăрьелсене парассине çирĕплетнĕ. Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров бюджета улшăнусем кĕртнĕ май авиапредприяти валли малтан пăхнă укçана туллин уйăрассине çирĕплетменни çинчен пĕлтернĕ.



15 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter