Канашра пахча çимĕç тирпейлеме тытăнаççĕ

Канаш хулин хĕвел тухăç микрорайонĕнче çĕнĕ предприяти объектне пысăк хăвăртлăхпа туyă. «Строитель» ООО рабочийĕсен тăрăшулăхĕпе хăпартса лартнă икĕ хутлă капмар çуртра çитес çулăн малтанхи уйăхĕнчех пирĕн республикăра пуçласа кетчуп туса кăларма тытăнĕç. Производство хăвачĕсене ӳстерсе пынă май апата тутлăлăх кĕртекен ытти продукт та – соус, майонез, горчица... – конвейер çинчен анĕ.
«Девелей» ОООн пуçламăш утăмĕсемпе паллашас тĕллевпе иртнĕ шăмат кун ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Канашра пулнă. Администраципе производство корпусĕ умĕнчи лапамра ăна предприятин генеральнăй директорĕ Владислав Иоффе, производство директорĕ Александр Авдеев, Канаш хула ертӳлĕхĕн çыннисем кĕтсе илнĕ. Михаил Васильевич цехсене çĕнĕ технологи хатĕрĕсене вырнаçтарнипе кăмăллă юлнă. «Пысăк тухăçлăхпа ĕçлеме май паракан оборудование пĕтĕмпех Германирен илсе килнĕ. Раççейре кăна мар, тĕнчере те унăн пахалăхĕпе танлашаканни çук», – пĕлтернĕ гендиректор. «Ку хатĕрсемпе ĕçлеме ăста кадрсем кирлĕ», – ас тутарнă Президент. Çакна малтанах шута илнĕ: хальхи вăхăтра Канаш çамрăкĕсен пĕр ушкăнĕ нимĕçсем патĕнче ăсталăхне ӳстерет.
Малтанхи тапхăрта предприятире 120 çын вăй хурĕ. Вĕсем ĕçе кӳлĕнме хатĕр. Ÿлĕмрен рабочисен йышĕ 250-300 çынна çитĕ.
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ, «Строитель» ООО ертÿçи Президент çапла пĕлтернĕ: «Çĕнĕ завод Чăваш Енĕн пĕтĕм агропромышленноç комплексне, уйрăммăн илсен, тирпейлекен промышленноçа, ăнăçлă та кал-кал аталанма пысăк майсем уçса парĕ. Кунпа пĕрлех ялта тавар кăларакансем хăйсем туса илекен продукта çăмăллăнах вырнаçтарма пултарĕç...»
Предприяти чĕр тавар йышăнма тытăнсан республикăри пахчаçăсен умĕнче анлă çул-йĕр уçăлĕ. Хальлĕхе Чăваш Енре пысăк лаптăксем çинче помидор тата горчица çитĕнтерекен сахал. Малашне çак культурăсене пусă çаврăнăшĕнче ытларах вырăн памаллине палăртнă Президент.
Çав кун Канашра республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне Михаил Игнатьев Президентпа пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский тата федерацин пирĕн республикăри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов хутшăннă. Канашлура патшалăхăн приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйту тĕп вырăнта пулнă. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов отчет тунă.
Вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков муниципалитет пĕрлешĕвĕсем кăçалхи бюджета мĕнле пурнăçлани, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене уйрăм çынсене усă курма парасси, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин суту-илÿпе алкоголь рынокĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăнă.
Президент вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Тăрмăш ял тăрăхĕн (Тăвай районĕ) пуçлăхне Владимир Разина Чăваш Республикин Хисеп грамоти, Çырмапуç /Шупашкар районĕ/, Ишлĕ Шетмĕ (Патăрьел районĕ), Калинино (Вăрнар районĕ) ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Сергей Ванюшкинпа Людмила Юркинăна тата Людмила Ивановăна Тав çырăвĕпе чысланă. (Г.Кузнецов)



15 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter