Чÿк уйăхĕн 15 - мĕшĕнче республика парламенчĕн 42-мĕш сессийĕнче Михаил Игнатьев Президент хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ

Республика парламенчĕн 42-мĕш сессийĕнче Михаил Игнатьев Президент ĕнер хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарнă. Ăна итлеме РФ Патшалăх Думин республикăран суйланнă депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ ведомство, учреждени, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ыттисем пухăннă.
Сехет çурă хушшинче Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçпа экономика, политика лару-тăрăвне туллин хакларĕ, умра тăракан тĕллевсене пайăррăн палăртнă.
Çырупа паллаштарнă хыççăн журналистсем патне пырса вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май Президент Çыру шăнăрĕнчи шухăша, «пĕтĕмпех çын валли, çыншăн» тенине çирĕплетсе çапла палăртнă: «Çынран хакли нимĕн те, никам та çук. Эпир çыннăн пурнăç шайне çĕклесси пирки нумай калаçатпăр. Паянхи Çыру хыççăн хамăр тата тăрăшарах ĕçлесе çынсен пурнăç шайне лайăхлатма пултарасси пирки иккĕленместĕп».
Ĕç коллективĕсенче пулнă май республикăра пурăнакансем ĕçлесшĕн çуннине курса ĕненнине çирĕплетнĕ, Чăваш Енре пурăнакансене тав тунă:«Чăваш ĕç çыннисем пултаруллă, вĕсем малалла тăрăшса экономикăна аталантарасси куç кĕрет. Çакна курса тăнă, хакланă май кун пирки манăн пĕр иккĕленÿ те çукĕ Мĕншĕн тесен кам утать – вăл çула çĕнет».
Михаил Васильевич шухăшĕпе, республикăра пурăнакансем Çырăва тĕрлĕрен йышăнĕç – «эпир пурте тĕрлĕ вĕт». Министрсен Кабинечĕн шайĕнче вара Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли татăклă мероприятисен планне йышăнмалла. «Тивĕçлĕ программăсенче должноçри яваплă çынсене, ĕçе пурнăçламалли вăхăта палăртăпăр, – тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ. – Ĕçе мĕнле пурнăçланине тимлĕ те çирĕп тĕрĕслесе тăрăпăр. Эпĕ Çырура мĕн калани – çынсен пурнăç шайне çĕклес тĕллевлĕ. Çакна тĕпе хурса пирĕн тата та çине тăрарах, лайăхрах ĕçлемелле. Экономика кал-кал аталанчĕ тĕк пурнăç пахалăхĕ те çĕкленĕ, çакăн пирки иккĕленместĕп».



16 ноября 2011
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter