Михаил Игнатьев Президент Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă

Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Унти аграрисем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тунă
Президент "Тав" ОООн çĕр улми тата пахча çимĕç типĕтекен цехĕнче пулнă. Кунти завода çулталăк каялла хута янă. Пирвайхи 9 уйăхрах Каçалсем 135,5 тонна ытла пахча çимĕç типĕтсе Мускава, Санкт-Петербурга, Чĕмпĕре, Çыранçи Чаллăна, Архангельска ăсатнă. Кунта 28 çын вăй хурать – вăтамран 10-шар пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.
Республика пуçлăхĕ инвестора хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлассине вăраха ямасăр пурнăçлама, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, банк тытăмĕсемпе çине тăрарах ĕçлеме сĕннĕ. "Патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхне аталантармалла, çăмăллăх кредичĕсемпе усă курмалла, муниципалитет тата республика влаçĕсемпе алла-аллăн вăй хумалла. Эпир – сирĕн пулăшуçăсем", – тенĕ Михаил Игнатьев.
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухнă канашлура район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков пахча çимĕç тирпейлессине анлăрах шая çĕклемеллине палăртнă. Професси уявне вырăнти аграрисем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илнĕ% хĕл валли 36 пин тонна çĕр улми, 4,2 тонна пахча çимĕç хатĕрленĕ. Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп% кĕрхи культурăсене 4,3 пин гектар акнă. Ку – республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.
"Эсир хăвăрăн ĕçĕре чылай муниципалитетран лайăхрах пурнăçлатăр", – тенĕ Президент районта пурăнакансене тав туса. Хăйĕн Çырăвĕн хăш-пĕр йĕркисене ăнлантарса панă.
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕнче Комсомольски районĕн чи лайăх аграрийĕсене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. Районăн чи çамрăк трактористне Алмаз Миназетдинова Чăваш Ен Президенчĕн ятран паракан сехечĕпе чысланă.



17 ноября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter